#наци проекчĕ
Благовещенскра иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ҫӗнӗ ача-пӑча поликлиники ӗҫлеме тытӑннӑ. Ӑна «Вӑрах тата активлă пурнӑҫ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн туса лартнӑ. Поликлиникӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 3,2 пин тӑваткал метр ытла. Ӑна сменӑра 150 хут курма палӑртнӑ. Кабинетсем ҫуртӑн икӗ хутӗнче вырнаҫнӑ, вӑл аслисен поликлиникин ҫурчӗпе каҫмалли ҫулпа ҫыхӑнать. 2026 ҫулхи январĕн 12-мӗшӗнчен пациентсене ҫӗнӗ хӑтлӑ та çутă кабинетсенче йышӑнаҫҫӗ, вӗсене хальхи вӑхӑтри мӗнпур оборудованипе тивӗҫтернӗ.
«Ҫӗнӗ ача-пӑча поликлиникинче врач-педиатр тата ансӑр специалистсен ӗҫӗ валли кирлӗ хатӗр-хӗтӗр пур — хирург, офтальмолог, ЛФК, массаж кабинечӗ, физиотерапи кабинечӗ, анализсем пухмалли кабинет, инфекци чирӗсен паллисем пур ачасене йышӑнмалли фильтр-бокс, кӑнтӑрлахи стационар валли палатӑсем, ача-пӑчана сиплеме, юсанма пулӑшмашкӑн улӑштармалли пӳлӗмсем, коляскӑсем тата ытти кирлӗ пӳлӗмсем. Тухтӑрсемпе ача-пӑча поликлиникине пӗтӗмпех комплектланӑ. Поликлиника пурӗ 10,7 пин ачана пӑхса тӑрать», — каласа кӑтартнă Благовещенск тӗп больницин тӗп врачӗ Анна Гайнетдинова.
Владимир Путин президент пуҫарнӑ "Вӑрах тата активлă пурнӑҫ» наци проекчӗн тӗллевӗсенчен пӗри пӗчӗк ялсенче те пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗпе усӑ курасси шутланать. Ҫӗнӗ ача-пӑча поликлиникисене уҫни ачасене кирлӗ медицина пулӑшӑвне вӑхӑтлă пама, ҫав шутра чирсене асӑрхаттарас тата тупса палӑртас тесе тӑтӑшах тӗрӗслев иртме, сурансемпе операцисем хыҫҫӑн юсанма, квалификациллӗ специалистсенче сӑнама май парать.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков / «Башинформ» ИА.