Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
12 Мартӑн , 09:58

Пушкӑртстанри КРС генетика экспертизине 8 млн тенкӗ ытла ярӗҫ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанри КРС генетика экспертизине 8 млн тенкӗ ытла ярӗҫ
Пушкӑртстанри КРС генетика экспертизине 8 млн тенкӗ ытла ярӗҫ


#наци проекчĕ
Кӑҫал Пушкӑрт Республикинче ӑратлӑ мӑйракаллӑ шултра выльӑхсен ӑратлӑ ҫамрӑк выльӑхне молекулярлӑ генетика экспертизине ирттерме 8 млн тенкӗ ытла ярӗҫ.
Укҫа-тенке «Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне технологи тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси» нацпроектӑн «Селекцире тата генетикӑра ӑслӑлӑх хатӗрӗсене аталантарма условисем туса парасси» федераци проекчӗпе уйӑраҫҫӗ. Хуҫалӑхсем ăратлӑ выльӑх-чӗрлӗхе экспертиза ирттермелли тӑкаксен 70 процентне таран саплаштарма пултараҫҫӗ.
Пӗлтӗр çак тӗллевпе Пушкӑртстан аграрийӗсем федераци тата регион бюджечӗсенчен 7 млн тенкӗ илнӗ. Укҫа-тенкӗ 2,5 пин пуҫ ӑратлӑ ҫамрӑк ӗне выльӑх генетика экспертизине ирттерме май панӑ.
- Мӑйракаллӑ шултра выльӑха генетика экспертизине ирттересси пысӑк тухӑҫлӑ, сывӑ ӑратлӑ выльӑхсен пулас ӑрӑвне йӗркелемелли никӗс шутланать. Ку тĕс генетика материалне импортпа ҫыхӑннине чакарма май парать, хальхи условисенче ӑратлӑ ӗҫе малалла аталантармалли чи пӗлтерӗшлӗ фактор, – палӑртнă ПР правительствин Премьер-министрӗн ҫумӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов.

Ҫӑлкуҫ, сӑнӳкерчӗкĕ: ПР правительстви.
https://mgazeta.com/news/natsproekty/2026-03-12/na-geneticheskuyu-ekspertizu-krs-v-bashkirii-napravyat-bolee-8-mln-rubley-4610845

 

 

 

Пушкӑртстанри КРС генетика экспертизине 8 млн тенкӗ ытла ярӗҫ
Пушкӑртстанри КРС генетика экспертизине 8 млн тенкӗ ытла ярӗҫ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас