#наци проекчĕ
РФ Геройӗ А.А.Сафронов ячӗллӗ Уфари 78-мӗш шкулта вӗренекенсем Наукӑпа технологисен вунă ҫуллӑхӗн пуҫарӑвӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланакан «Пифагор» наукӑпа популярлӑ маршрута хутшӑннӑ. Мероприяти Еврази ӑслӑлӑхпа вӗренӳ центрӗн (НОЦ) Аслӑ шкулсем хушшинчи студентсен кампусӗнче пуҫланнӑ. Интерактивлӑ формӑпа шкул ачисем спорт программированийӗн никӗсӗсемпе паллашнă, вӑл йӑлана кӗнинчен уйрӑлса тӑни ҫинчен пӗлнĕ, ӑсчахсемпе калаҫнă, суперкомпьютер ӗҫне курнă.
Пушкӑртстанӑн наукӑпа аслӑ пӗлӳ патшалӑх комитечӗн председателӗ Светлана Мустафина аслӑ шкулсем хушшинчи кампус паян шкул ачисем валли уҫӑ площадка пулнине, наука вӗсемшӗн ҫывӑхланни пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнă. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ӑсчахсемпе чӗрӗ хутшӑнни тата чӑн-чӑн производствӑпа паллашни ҫамрӑксене республикӑри аслӑ шкулсенче малалла вӗренме хавхалантарать.
Экскурси маршручӗ коммуникацисен эволюцине уҫӑмлӑ кӑтартать: экскурсоводсем ушкӑна почта открыткисенчен пуҫласа хальхи телекурав технологийӗсем таранах истори урлӑ ирттернӗ. Юлашки точка пысӑк технологиллӗ предприяти пулнă, унта ҫамрӑк хӑнасем радиоэлектронлӑ тата телекоммуникаци оборудованийӗсене тӑвас ӗҫе сӑнанă.
Пушкӑртстан хальхи кампуссен сетьне йӗркелес енӗпе пилот регионĕ шутланать. Еврази НОЦĕн Уфари кампусӗн пӗрремӗш черетне 2024 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче «Наукăпа университетсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн уҫнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: nocrb.ru сайтран.