

#наци проекчĕ
Раççей ялхуçалăх надзорĕн Пушкӑртстанри управленийӗ Дюртюли районӗнчен Китая экспортланӑ 1 пин тонна ытла апат-ҫимӗҫ пӑрҫине тӗрӗсленĕ.
Пушкӑртстанри Дюртюли районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗ Китая 1017 тонна апат-ҫимӗҫ пӑрҫи экспортланӑ тесе пӗлтернӗ ПР Раççей ялхуçалăх надзорĕн управленийӗнче.
Пӑрҫа культурин суйласа илнӗ тӗслӗхӗсем аккредитациленӗ лабораторире мӗнпур кирлӗ экспертиза витӗр тухнӑ.
«Хӑрушӑ карантин организмӗсене энтомологи, гербологи тата микологи тӗпчевӗсен кӑтартӑвӗсем тӑрӑх тупса палӑртман. Пушкӑрт пӑрҫи импорт ҫӗршывӗн требованийӗсене тивӗҫтерет. Карантинри продукцие Китая турттарма 39 фитосанитари сертификачӗ панӑ», — тесе палӑртнӑ надзор ведомствин хыпарӗнче.
«Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх» наци тӗллевӗпе килӗшӳллӗн «Пӗтӗм тӗнчери коопераципе экспорт» наци проекчӗ пурнӑҫланать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Раççей ялхуçалăх надзорĕн управленийӗ / пресс-службă.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2026-03-31/bashkiriya-nakormit-gorohom-kitay-4634340