

#наци проекчĕ
Пушкӑртстанри Благовещенскри тӗп район больницинче «Вӑрах тата активлă пурнӑҫ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе ветерансем, ҫавӑн пекех вӗсен ҫемйисен членӗсем валли диспансеризаци йӗркеленӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, комплекслӑ медосмотр 35 ҫын иртнӗ.
Благовещенскри тĕп больницан тӗп тухтӑрӗ Анна Гайнетдинова ҫӗршыва хӳтӗлекенсене тата вӗсен ҫывӑх ҫыннисене юрӑхлӑ та пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтересси учрежденишӗн приоритетлӑ ҫул-йӗр пулнине ӑнлантарнă. Вӑл каланӑ тӑрӑх, больницӑра профильлӗ специалистсен тӗрӗслевӗсене хӑвӑрт та хӑтлӑ ирттерме пур услови туса панӑ. Ҫакӑн пек пуҫарусем медреабилитаци, санаторипе курорт сиплевӗ тата социаллă çăмăллăхсем кӗрекен патшалӑхӑн тытӑмлӑ тӑрӑшулӑхне кӑтартнине хушса каланӑ вӑл.
Наци проекчӗ шайӗнче СВО ветеранӗсемпе вӗсен ҫемйисем валли диспансеризаци тӑтӑшах ирттерни ҫак категорири граждансене медицина тата социаллӑ пулӑшу парас ӗҫе патшалӑх комплекслӑ майпа пӑхнине ҫирӗплетет, тухтӑрсен, профильлӗ ассоциацисен тата влаҫсен вӑйӗсене пӗрлештерет.
Сӑнӳкерчӗкĕ: health.bashkortostan.ru сайтран.