

#наци проекчĕ
Пушкӑртстан Республикинче «Строймастер-2026» наци конкурсӗн регион тапхӑрӗнче чи лайӑх штукатура суйлӗҫ. Ӑмӑрту апрелĕн 22-мӗшӗнче Пушкӑрт архитектура, строительство тата коммуналлӑ хуҫалӑх колледжӗнче иртӗ тесе пӗлтерет ПР правительствин пресс-центрӗ.
ПР строительствӑпа архитектура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Артем Ковшов республикӑра нумай ҫул иртекен профмастерство конкурсӗсем строительство комплексӗ валли квалификациллӗ кадрсем хатӗрлемелли пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗр пулнине палӑртнă. Отрасле ӗҫ кадрӗсемпе тивӗҫтересси — приоритетлӑ тӗллев пулнине, ирттерекен мероприятисем «Пурнӑҫ валли инфраструктура» нацпроект тӗллевӗсене пурнӑҫлас ӗҫре тӗп тӗллев пулса тӑнине палӑртнă вӑл.
Конкурса строительство отраслӗн хальхи ӑстисем те, вӑтам професси пӗлӗвӗн профильлӗ учрежденийӗсен студенчӗсем те хутшӑнӗҫ. Регион тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисем укҫан парнесем илӗҫ: пӗрремӗш вырӑншӑн 50 пин тенкӗ, иккӗмӗш вырăншăн — 40 пин, виҫҫӗмӗш вырăншăн — 30 пин. Унсӑр пуҫне вӗсем республикӑна округ тата Пӗтӗм Раҫҫей тапхӑрӗсенче тӑратма пултарӗҫ.
https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2026-04-14/luchshiy-shtukatur-bashkortostana-opredelitsya-22-aprelya-4652111