Çутă çул
+13 °С
Облачно
Наци проекчĕсем
30 Апреля , 06:15

Пишпÿлек Пушкӑрт армрестлинг енĕпе Ял вӑййисен финалне йышӑннӑ

#наци проекчĕ

Пишпÿлек Пушкӑрт армрестлинг енĕпе Ял вӑййисен  финалне йышӑннӑПишпÿлек Пушкӑрт армрестлинг енĕпе Ял вӑййисен  финалне йышӑннӑ
Пишпÿлек Пушкӑрт армрестлинг енĕпе Ял вӑййисен финалне йышӑннӑ

#наци проекчĕ
Пушкӑртстан Республикинчи Пишпÿлек ялӗ каллех вӑй-халпа ирӗк туртӑмӗн центрӗ пулса тӑнӑ. Кунта Пушкӑртстан Республикин XXXIV Ял спорт вӑййисен армрестлинг енӗпе финал ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Мероприяти «Раҫҫей спорчӗ» патшалӑх программине пурнӑҫа кӗртнӗ май иртнӗ.
Тытӑҫу сӗтелӗсем умĕнче республикӑри сакăр муниципаллӑ районпа виçĕ хула округӗн представителӗсем пӗрлешнĕ. Ӑмӑртусенче ҫивӗчлӗх калӑпланнӑ — кашни сантиметршӑн тенӗ пекех ҫине тӑрса кӗрешнӗ. Пӗтӗмлетӳ зачетӗнче Альшей район команди сахалтан та икӗ очкона уйрӑлса пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, иккӗмӗш вырӑнта - Пишпÿлек районӗн команди, виҫҫӗмӗш вырӑна Мияки районӗн представителӗсем ҫӗнсе илнӗ.
Пишпÿлек районӗн чысне çаксем хӳтӗленӗ: Екатерина Данилова, Екатерина Меркулова, Татьяна Никифорова, Владислав Емельянов, Руслан Николаев, Ильнур Ахмадеев, Алексей Иванов, Тимур Костарев, Артур Салимов.
- Пишпӳлек районӗ армрестлинг енӗпе Ялтспорт вӑййисен финалне вунӑ ҫул ытла йышӑнать ӗнтӗ. Шӑпах ҫакӑнта, пирӗн ялта, 30 ҫул ытла каялла республикӑра армспорт ҫуралнӑ. Ҫакӑ вара легендарлӑ ҫынна — спорт мастерне Гоча Константинович Онанашвилие пула пулса иртнӗ. Унӑн хастарлӑхӗпе чун хавалне ӗненни вырӑнти киленĕве паян пӗтӗм Пушкӑртстанра сарӑлнӑ спорт тӗсне ҫавӑрчӗ. Пишпӳлек районӗн спортсменӗсем 23 ҫул тăршшĕ ял районӗсен хушшинче пӗтӗмӗшле зачетра пӗрремӗш вырӑнсем йышӑннӑ! Кӑҫал пӗрремӗш вырӑншӑн кубок пирте мар, анчах кӗрешӳ малалла пырать, икӗ очкона юлни — ҫухату мар, ҫӗнӗ туртӑм валли хавхалану. Пирӗн сборнӑйпа вӗсен вӗрентекенӗсене — «Парус» спорт шкулӗн тата «Батыр» атлетика клубӗн тренерӗсене Татьянӑпа Георгий Онановсене — тивӗҫлӗ кӑтартупа чун-чӗререн саламлатпӑр! Тавтапуҫ характершӗн, ҫӗнтерес кӑмӑлшӑн тата Пишпÿлек армспорчӗн йӑли-йӗркине парӑннӑшӑн, - хӑйӗн туйӑмӗсемпе паллаштарнă вӑйӑсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Пишпÿлек район администрацийӗнчи ҫамрӑксен политикипе спорт секторӗн заведующийӗ Сергей Таймасов.

Ҫӑлкуҫ: Пишпÿлек районĕн администрацийӗ.
https://svetput.ru/news/natsionalnye-proekty/2026-04-23/bizhbulyak-prinyal-final-selskih-igr-bashkortostana-po-armrestlingu-4662237

 

 

Пишпÿлек Пушкӑрт армрестлинг енĕпе Ял вӑййисен  финалне йышӑннӑ
Пишпÿлек Пушкӑрт армрестлинг енĕпе Ял вӑййисен финалне йышӑннӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас