Çутă çул
+15 °С
Дождь

Пушкӑртстанри хуратул хуппине Китай ыйтать

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанри хуратул хуппине Китай ыйтатьПушкӑртстанри хуратул хуппине Китай ыйтать
Пушкӑртстанри хуратул хуппине Китай ыйтать

 

#наци проекчĕ

Китай Пушкӑртстанран хуратул хуппине туянассине ӳстерет тесе пӗлтернӗ Раççей ял хуçалăх надзорĕн регионти управленийӗнче.

Надзор ведомствин ӗҫченӗсем предприяти Пушкӑртстанри Дюртюли районӗнчен КНРа экспортлама хатӗрленӗ тата 14 тонна хуратул хуппине тӗрӗсленӗ. Ку вӑл 2026 ҫул пуҫланнӑранпа регионӑн çак предприятийӗ Китая ӑсатнӑ хуратул тирпейленинчен юлнă продукцин иккӗмӗш партийӗ.

Кӗрпе тасатнӑ хыҫҫӑн юлакан хуратул пӗрчисен тулаш хытӑ хуппин тӗслӗхӗсем КНР тӗп таможня управленийӗн требованийӗсемпе килӗшӳллӗн Пушкӑрт тӗрӗслев лабораторийӗнче энтомологипе гербологи экспертизисем иртнӗ.

«Тӗпчев кӑтартӑвӗсем тӑрӑх хӑрушӑ карантин организмӗсене тупса палӑртман, — палӑртнă Раççей ял хуçалăх надзорĕн Пушкӑртстанри управленийӗнче. — Продукци импортер-ҫӗршыв требованийӗсене тивӗҫтерет, ӑна экспорта ӑсатнӑ».

Аса илтеретпӗр, «Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт» нацпроектпа республикӑри АПК 2030 ҫул тӗлне ял хуҫалӑх продукцине ют ҫӗршывсене кӳрсе тӑрассин калӑпӑшне 2021 ҫул шайне 1,5—2 хут ӳстермелле. Нацпроектсене Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин хушнипе хатӗрленӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: пресс-служба | ПР Раççей ял хуçалăх надзорĕн управленийӗ.

 

Ҫӑлкуҫ: https://www.bashinform.ru

 

 

 

Пушкӑртстанри хуратул хуппине Китай ыйтать
Пушкӑртстанри хуратул хуппине Китай ыйтать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас