Çутă çул
+15 °С
Дождь

Пушкӑртстанри чи лайӑх каменщик ятне илме конкурс пуҫланнӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанри чи лайӑх каменщик ятне илме конкурс пуҫланнӑПушкӑртстанри чи лайӑх каменщик ятне илме конкурс пуҫланнӑ
Пушкӑртстанри чи лайӑх каменщик ятне илме конкурс пуҫланнӑ

#наци проекчĕ

Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Пушкӑртстанра Пӗтӗм Раҫҫейри професси ӑсталӑхӗн «Профессинче чи лайӑххи» конкурсӑн «Чи лайӑх каменщик» номинацин регионти тапхӑрӗ пулӗ. Заявкӑсене йышӑнма пуҫланӑ, вăл утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырӗ.

- Конкурса республикӑри строительство комплексӗн профессиллӗ каменщикӗсем пулӗҫ, вӗсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартӗҫ, чи лайӑххи ячӗшӗн кӗрешӗҫ, Пушкӑртстана федераци шайӗнче тӑратма пултарӗҫ. Ҫакӑн евӗр ӑмӑртусене рабочи профессисен сумне ӳстерме тата отрасль валли квалификациллӗ кадрсем хатӗрлеме ирттеретпӗр, – палӑртнă ПР строительствӑпа архитектура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Артем Ковшов.

Конкурса профессипе виҫӗ ҫултан кая мар ӗҫ стажӗллӗ, ӗҫ дисциплинине тата ӗҫ сыхлавӗн правилисене пӑсман, ҫавӑн пекех Раҫҫей территорийӗнче регистрациленӗ организацисенче ӗҫлекен РФ гражданӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Пӗтӗм Раҫҫейри професси ӑсталӑхӗн «Профессинче чи лайӑххи» конкурсӗ президент хушӑвӗпе 2025 ҫулта ҫӗнӗрен ӗҫлеме тытӑннӑ, «Кадрсем» наци проекчӗн «Ӗҫ çынни» федераци проекчӗн тӗп мероприятийӗ пулса тӑнӑ.

Конкурсӑн федераци тапхӑрӗсен пӗтӗмлетӗвӗсемпе чи лайӑххисене укҫапа хавхалантараҫҫӗ: пӗрремӗш вырӑншӑн — 1 млн тенкӗ, иккӗмӗш вырӑншӑн — 500 пин тенкӗ тата виҫҫӗмӗш вырăншăн — 300 пин тенкӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Строительство министерствин пресс-служби.

https://mgazeta.com/news/natsproekty/2026-05-05/startoval-konkurs-na-zvanie-luchshego-kamenschika-bashkirii-4675285

 

 

Пушкӑртстанри чи лайӑх каменщик ятне илме конкурс пуҫланнӑ
Пушкӑртстанри чи лайӑх каменщик ятне илме конкурс пуҫланнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас