

#наци проекчĕ
«Вӑрах тата активлă пурнӑҫ» наци проекчӗн тӗллевӗсене пурнӑҫланӑ май тухтӑр патне Пушкӑртстан Республикин ҫыннисем «Пушкӑртстан.
Тухтӑр патне йышӑнӑва ҫырӑнни» чат-бот пулӑшнипе МАХ урлӑ 465 пин хут ӑнӑҫлӑ ҫырӑннӑ. МАХ мессенджерта тухтӑр патне ҫырӑнма, визита пӑрахӑҫлама тата хальхи ҫырусене курма пулать. Ҫавӑн пекех сервис урлӑ телемедицина консультацийӗсем ирттерме, больница листине хупма пулать.
Сервиса хута янӑранпа регионта пурӑнакан 465 пин ытла ҫын йышӑнӑва ҫырӑнма май пуррипе усӑ курнӑ ӗнтӗ. Ҫавӑн пекех сиплекен тухтӑрсемпе дистанциллӗ 56 765 консультаци ирттернӗ, ҫавна пула ӗҫлейменнин 46 пин листине хупнӑ.
Сервиса @rb_k_vrachu_bot МАХ мессенджерта ссылкӑпа иртсе тупма пулать. Официаллӑ чат-ботсен верификаци палли пуррине яланах тӗрӗслемелле.
Ҫӑлкуҫ: Пушкӑрт Республикин Сывлӑх сыхлав министерстви.
https://contenta.info/press_releases/1293336#scroll