

#наци проекчĕ
2025 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Пушкӑртстанри Гафури районӗнчи Курорта ялӗнче хальхи фельдшерпа акушер пункчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Ӑна «Вӑрӑм тата активлă пурнӑҫ» наци проекчӗпе хӑпартнӑ.
Регионти Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ФАПӑн модульлӗ ҫурчӗ актуаллӑ нормативсемпе туллин килӗшсе тӑрать. Кунта комплекслӑ пуҫламӑш пулӑшу валли пурте пур: врач кабинечӗ, процедура, меллӗ кӗтмелли зона. Персонал валли уйрӑм пӳлӗмсем хатӗрленӗ, эмелсемпе тирпейлемелли хатӗрӗсене упрамалли вырӑнсем пӑхса хӑварнӑ. Инвалид граждансене уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ — пандус вырнаҫтарнӑ.
Ҫӗнӗ медпункт 460 ял ҫыннине пӑхса тӑрать, çав шутра 85 ача. ФАПа уҫни — ялта медицина ункайлăхне ӳстерессинче тата Пушкӑртстан Республикин сывлӑх сыхлав тытӑмне ҫирӗплетессинче пӗлтерӗшлӗ утӑм.
Сӑнӳкерчӗкĕ: health.bashkortostan.ru сайтран.