Çутă çул
+19 °С
Облачно

«Кандры-куль» паркри экологи акцийӗ: паттӑрсене асӑнса 8000 чӑрӑш

#наци проекчĕ

«Кандры-куль» паркри экологи акцийӗ: паттӑрсене асӑнса 8000 чӑрӑш«Кандры-куль» паркри экологи акцийӗ: паттӑрсене асӑнса 8000 чӑрӑш
«Кандры-куль» паркри экологи акцийӗ: паттӑрсене асӑнса 8000 чӑрӑш

#наци проекчĕ

«Кандры-куль» ҫут ҫанталӑк паркӗнче «Экологи ырлӑхĕ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн анлӑ экологи акцийӗ иртнӗ. Ҫӗр ытла доброволец 8000 ҫӗпӗр чӑрӑшӗн хунавне лартма пӗрлешнӗ, ку — «Вӑрман ларт» федераци проекчӗн тата «Ҫӗнтерӗвӗн симӗс астӑвӑмӗ» программӑн пӗр пайӗ.

Акцие «Ешĕл Пушкӑртстан» РОО ПР Çут ҫанталӑкпа усӑ курассин тата экологи министерстви, ООПТ дирекцийӗ, парк администрацийӗ, ПР Вӑрман хуҫалӑх министерстви тата Регионсем хушшинчи «ЭКА» экологи общество организацийӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ. Генеральнӑй партнерсем — Greenway Global компани тата «Зеленый путь» фонд.

Мероприятие Октябрьски, Туймазă, Уфа, Кандры, Кандрыкуль, Николаевка ялӗсенче, ҫавӑн пекех Буздяк районӗнче пурӑнакансем хутшӑннă. Нумайӑшӗ ҫемйипех килнӗ. Волонтерсем валли хирти кухня ӗҫленӗ, унта хуратул пӑттипе тата бубликпа заповедник чейӗпе сӑйланӑ.

«Кандры-Куль» ҫут ҫанталӑк паркӗн экологи ҫутӗҫӗн методисчӗ Ирина Сабирова лартнӑ кашни хунав ахаль йывӑҫ кӑна мар, паттӑрсене тав тумалли символ, паттӑрлӑха асра тытни тата планетӑн пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшни пулнине, унта хутшӑнакансем пӗрле пурӑнма, ӳсме симӗс эткерлӗх тунине палӑртнă.

Сăнӳкерчӗкĕ: ecology.bashkortostan.ru сайтран.

https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2026-05-18/ekologicheskaya-aktsiya-v-parke-kandry-kul-8000-eley-v-pamyat-o-geroyah-4690351

 

 

 

«Кандры-куль» паркри экологи акцийӗ: паттӑрсене асӑнса 8000 чӑрӑш
«Кандры-куль» паркри экологи акцийӗ: паттӑрсене асӑнса 8000 чӑрӑш
Автор:Марина Иванова
Читайте нас