

#наци проекчĕ
Пушкӑртстан Республикин Пишпӳлек районӗнчи Кăркан ялӗнчи шкулта вӗренекенсен професси ӑсталӑхне алла илме, хӑйсен пултарулӑхне уҫса пама питӗ лайӑх май çуралнă. «Ҫамрӑксемпе ачасем» наци проектне пула шкула ку чухнехи ЧПУ лазер станокӗ вӗренме валли килнӗ.
Халӗ технологи урокӗсенче ачасем теорие алла илеҫҫӗ, пӗлӗве тӳрех практикӑра ҫирӗплетеҫҫӗ. Лазерпа касакан станок нумай функциллӗ: йывӑҫпа, пластикпа, кĕленчепе, тирпе, резинӑпа, пир-авӑрпа тата хутпа ӗҫлеме май парать.
Вӗренӳ процесӗнче пысӑк технологиллӗ станокпа усӑ курни технологипе техника пултарулӑхӗпе кӑсӑкланассине ӳстерет, шкул ачисен хальхи производство пирки чӑн шухӑш йӗркелет. Лазер оборудованийӗпе производство процесӗсене моделлени ачасене пулас профессие палӑртма пулӑшать.
- Лазер станокӗ ачасенче пысӑк интерес ҫуратрӗ. Халӗ ӗнтӗ вӗсем ӗҫе пуҫӑннӑ, ӑсталӑхне туптаҫҫӗ, хӑйне евӗрлӗ япаласем тума тытӑннӑ. Сӑмахран, пирӗн мӑнаҫлӑх эрешленӗ шкатулкӑсем пулса тӑчӗҫ. Вӗсене ӑсталанӑ май ачасем чертежсемпе ӗҫлеме вӗренеҫҫӗ, дизайн суйлаҫҫӗ, лазер пайӑрки айӗнче йывӑҫ ҫинче тӗрӗсем ҫуралнине сӑнаҫҫӗ. Ҫакă пурте питӗ лайӑх, - палӑртнă технологи учителӗ Риф Абзалов.
Ҫӑлкуҫ: Пишпÿлек районӗн администрацийӗ.
https://contenta.info/press_releases/1301011#scroll