

#наци проекчĕ
2026 ҫул пуҫламӑшӗнче Пушкӑртстанра ҫамрӑксен вӑхӑтлӑх ӗҫĕ пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 20 процент ӳснӗ. Специалистсенчен пурӗ 1,5 пин ытла ҫул ҫитмен ача консультаци ыйтнӑ. Ҫамрӑксене ӗҫпе тивӗҫтерме пулӑшасси, ӑна профориентацилесси тата ӗҫ паракансен ыйтӑвӗсене кӑтартакан хушма пӗлӳ парасси «Кадрсем» нацпроект тӗллевӗсене кӗрет.
«Кӑҫал эпир 12,4 пин ҫамрӑка 14—18 ҫулсенчисене вӑхӑтлӑх ӗҫпе тивӗҫтерме палӑртатпӑр. Хӑйсене яваплӑ та пуҫаруллӑ кӑтартакан ачасем тӗллевлӗ вӗренме кандидат пулма пултараҫҫӗ. Аслӑ шкулсемпе ссузсене пӗтернӗ хыҫҫӑн та пӗрремӗш ӗҫ опытне илнӗ пушкӑрт компанийӗсене ӗҫлеме таврӑнӗҫ», — палӑртнă ПР Кадр центрӗн директорӗ Ридан Ахьямов.
Ӗҫ укҫисӗр пуҫне ҫамрӑксем Кадр центрӗнчен пурлӑх пулӑшӑвӗ вырӑнне уйӑхсерен 2,1 пин тенкӗ ытла илӗҫ.
Вӗренӳрен пушӑ вӑхӑтра шкул ачисемпе студентсем хӑйсене вожатӑйсем, воспитательсен ассистенчӗсем, тирпей-илем кӗртес тата ешерес енӗпе ӗҫлекен сотрудниксем, комплектовщиксем е менеджерсен пулӑшуҫисем вырӑнӗнче тӗрӗслеҫҫӗ.
Ҫӑлкуҫ: Пушкӑрт Республикин Çемье, ӗҫ тата халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан министерстви.
https://contenta.info/press_releases/1305875#scroll