

#наци проекчĕ
Сменӑра 100 вӗренекен валли хатӗрленӗ вӗренӳ учрежденине Киги районӗнчи Тури Киги ялӗнче хӑпартаҫҫӗ. Кун пирки Пушкӑртстан строительствӑпа архитектура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Артем Ковшов пӗлтернӗ.
Виҫӗ хутлӑ ҫуртра хореографипе аппаланмалли залсем, эстрадӑллӑ концерт площадки, прикладной искусство, компьютер тата ҫу живопиҫӗн класӗсем, ҫавӑн пекех сасӑ ҫыракан студи, уйрӑм тата ушкӑнпа вӗренмелли библиотекӑпа кабинетсем вырнаҫтарӗҫ. Унсӑр пуҫне пулас шкулта медпункт, учительсен кабинечĕ, музыка инструменчӗсен кладовойӗ, ашшӗ-амӑшӗ валли кӗтмелли зонӑсем тата гардеробсем пулӗҫ.
Артем Ковшов пӗлтернӗ тӑрӑх, строительствӑна 2027 ҫулта вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ. Ӗҫсем «Ҫемье» нацпроектпа пыраҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Артем Ковшов социаллă сетӗсем | MAX.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2026-05-18/v-sele-bashkirii-postroyat-detskuyu-shkolu-iskusstv-so-studiey-zvukozapisi-4654821