

#наци проекчĕ
Пушкӑртстан Республикин Уфапа Уфа районӗнче нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшас енӗпе пилотлӑ проект хута каять — хутшӑнакансем Яндекс Таксине «Эконом» тата «Детский» тарифсемпе кайма йӳнеҫтерӗҫ. Пуҫару ҫемье хаклӑхӗсене ҫирӗплетме тата ачаллӑ ҫемьесен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма тӗллев лартнӑ, «Ҫемье» наци проекчӗн тӗллевӗсемпе килӗшсе тӑрать.
Проекта хутшӑнас тесен нумай ачаллӑ ҫемье статусне «Госуслуги» порталти аккаунтра ҫирӗплетмелле, проекта хутшӑнма тата харпӑр даннӑйсене пама килӗшнине çырмалла.
Ҫакна икӗ мелпе тума пулать: хӑй — республикӑри халӑха социаллă пулăшу паракан центрӗн пӗр филиалӗнче (Уфара — Революционная урамĕ, 54-мĕш çурт тата Черниковская урамӗ, 43-мĕш çурт адрессемпе; Уфа районӗнче — Рихард Зорге урамӗ, 9/3 çурт адреспа) е дистанци мелӗпе — тултарнӑ заявление электрон почтӑна ярса (Уфари филиал валли: SZ_Ufa@bashkortostan.ru. Уфа районӗнчи филиал валли те: SZ_Ufr@bashkortostan.ru).
Проекта хутшӑнма тата харпӑр даннӑйсене пама килӗшни ҫинчен калакан заявлени бланкне https://rcspn.bashkortostan.ru/activity/57170/
ссылкӑра тупма пулать:
30% йӳнеҫтерекен промокод илес тесен заявленире Яндекс Go аккаунтпа ҫыхӑнтарнӑ телефон номерне кӑтартмалла.
Ҫӑлкуҫĕ: Пушкӑрт Республикин Çемье, ӗҫ тата халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан министерстви.
https://contenta.info/press_releases/1302334#scroll