

#наци проекчĕ
Июнӗн 1-мӗшӗнче Уфари Еврази НОЦĕн аслӑ шкулсем хушшинчи кампусӗ шкул ачисем валли пысӑк вӗренӳ площадки пулса тӑнӑ. Ачасене хӳтӗлемелли куна халалласа Пушкӑртстанри тӗрлӗ районти 70 ытла ача «Экспедици 2075: мир реконструкцийӗ» квеста хутшӑннӑ. Мероприяти кампус резиденчӗсене пӗрлештернӗ, вӗсем ачасем валли пуласлӑхри ӑслӑлӑх, технологи, пултарулӑх тата профессисем ҫинчен станцисем хатӗрленӗ.
Сюжетӑн идейӑллӑ хавхалантаруҫи — «Берлога» киберфизика инновацийӗсен мастерскойӗ, йӗркелекенӗ-кампус хӑй. Экосистемӑна хутшӑнакансенчен кашниех ачасем валли интерактивлӑ заданисем ирттернӗ: викторинӑсемпе эстафетӑсенчен пуҫласа ИИ, анимаци тата брендингпа паллашасси таранах.
Квест ачасене хӑйсене инженерсем, дизайнерсем тата тӗпчевҫӗсем вырӑнӗнче тӗрӗслесе пӑхма, ҫавӑн пекех хальхи профессисенче пӗрремӗш практика опычӗ илме май панӑ. Раҫҫей Президенчӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ Уфари кампус ҫитӗнекен ӑрупа ӗҫлеме вӗрентӗве, креативлӑ индустрисене тата технологи проекчӗсене пӗрлештернин тепӗр тӗслӗхӗ ку.
Аса илтеретпӗр, Уфари кампусӑн пӗрремӗш черечӗ 2024 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче уҫӑлнӑ, 2036 ҫул тӗлне вара «Ҫамрӑксемпе ачасем» наци проекчӗ пулӑшнипе ҫӗршывра ҫакӑн пек 40 студгородок тума палӑртнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: pravitelstvorb.ru сайтран.