

#наци проекчĕ
Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун Республикӑри волонтерсен центрӗн доброволецӗсем Уфари республикӑри ача-пӑча клиника больницин çамрӑк пациенчӗсем валли пултарулӑх мастер-класӗ йӗркеленĕ. Заняти добровольчествӑпа социаллӑ пуҫарусене ырлакан «Ҫамрӑксемпе ачасем» нацпроектӑн «Эпир пӗрле» проекчӗпе килӗшӳллӗн иртнӗ.
Ачасене пластилинографи техникине кӑтартнă — тĕссене хутӑштарса пир ҫине сӗрсе пластилинпа ӳкересси. Пӗчӗк пациентсем ҫутӑ «хӗвел жирафӗсемпе» калӑпӑшлӑ картинӑсем ӑсталанӑ.
Пултарулӑх процесӗ ачасене сиплев ҫинчен вӑхӑта манма, хутшӑнма, хӑйсене туссен хушшинче туйма пулӑшнӑ. Юлашкинчен кашни хутшӑнакан асӑнмалӑх парне илнӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: molodez.bashkortostan.ru сайтран.