Çутă çул
+16 °С
Дождь

Пушкӑртстанра выльӑх апачӗ хатӗрлекен кампани пуҫланнӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра выльӑх апачӗ хатӗрлекен кампани пуҫланнӑПушкӑртстанра выльӑх апачӗ хатӗрлекен кампани пуҫланнӑ
Пушкӑртстанра выльӑх апачӗ хатӗрлекен кампани пуҫланнӑ

 

#наци проекчĕ

Пушкӑртстан Республикинче выльӑх апачӗ хатӗрлес ӗҫсем пуҫланаҫҫӗ. Выльӑх апачӗ кӑҫал хуҫалӑхсен пур категорийӗнче те 610 пин гектарпа танлашать. Выльӑх апачӗ хатӗрлекен кампание пахалӑхлӑ ирттерни выльӑх-чӗрлӗх отраслӗн кӑтартӑвӗсене тӳрремӗнех витӗм кӳрет, «Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне технологи тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси» наци проекчӗн тӗллевӗсемпе килӗшсе тӑрать. 

Аграрисен умне 650 пин тонна ытла утӑ, 1 миллион та 100 пин тонна сенаж тата 1 миллион тонна силос хатӗрлеме тӗллев лартнӑ. Республикӑра вӑтамран пӗр условлӑ выльӑх пуҫне 28 центнер тӳрккес те сӗтеклӗ выльӑх апачӗ хатӗрлемелле. Шутлава ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем хутшӑнаҫҫӗ, унта 351,2 пин условлӑ пуҫ шутланать.

 

— Республикӑра выльӑх апачӗ хатӗрлеме ҫанталӑк условийӗсем лайӑх пулса тӑчӗҫ, паян сроксене вӗҫертес мар, утӑ-сенаж пахалӑхне упраса хӑварас тесен хастарланмалла, — палӑртнă Пушкӑртстан Республикин правительствин премьер-министрӗн ҫумӗ-ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов.

 

Ҫӑлкуҫ: Пушкӑрт республикин Ял хуҫалӑх министерстви.

https://contenta.info/press_releases/1319213#scroll

 

 

Пушкӑртстанра выльӑх апачӗ хатӗрлекен кампани пуҫланнӑ
Пушкӑртстанра выльӑх апачӗ хатӗрлекен кампани пуҫланнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас