

#наци проекчĕ
Пушкӑртстанри Аургазă районӗнче «Пурнӑҫ инфратытӑмӗ» нацпроект шайӗнче Толбазы – Семенкино ҫулӗ ҫинчи асфальт сийне ҫӗнетнӗ. Семенкино ялӗ витӗр иртекен 1,5 ҫухрӑм тӑршшӗ сыпӑкра подрядчик кивӗ сийне фрезерланӑ, тикӗслекен сий туса ҫӗнӗ асфальтобетон хунӑ. Ҫул хӗррисене ҫирӗплетсе паллӑ тӑвасси ҫеҫ юлнă.
Республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Любовь Минакова ҫулӑн пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 31,6 ҫухрӑм пулнине ӑнлантарнă, анчах ку ҫул-йӗр Аургазă тата Стерлитамак районӗсенче пурӑнакансен транспорт ҫыхӑнӑвне тивӗҫтерет, вӗсене Толбазы район центрне ҫитме май парать. Ҫавӑн пекех кунта общество транспорчӗ ҫӳрет, ҫавӑнпа трассӑна нормативлӑ лару-тӑрӑва кӗртни питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Пур ӗҫе те 2026 ҫул вӗҫлениччен вӗҫлеме палӑртнӑ.
Ҫав нацпроект шайӗнче республикӑра 2026 ҫулта 200 ҫухрӑма яхӑн ҫул тата 15 кӗпер пӗтӗмӗшле 1900 метр тӑршшӗ нормативсем патне илсе ҫитерӗҫ.
Толбазы – Семенкино ҫул участокне юсани вырӑнти ҫынсемпе общество транспорчӗн пассажирӗсемшӗн ҫул ҫӳрев хӑрушсӑрлӑхне тата хӑтлӑхне ӳстересси, çавӑн пекех Пушкӑртстан районӗсем хушшинчи транспорт ҫыхӑнӑвне ҫирӗплетесси савӑнтарать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: pravitelstvorb.ru сайтран.
https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2026-06-10/v-bashkortostane-otremontirovali-1-5-km-dorogi-tolbazy-semenkino-4716031