Çутă çул
+18 °С
Облачно

270 ытла ӗҫ паракан июнĕн 24-26-мӗшӗсенче вакансисен ярмӑрккине хутшӑнĕ

#наци проекчĕ

270 ытла ӗҫ паракан июнĕн 24-26-мӗшӗсенче вакансисен ярмӑрккине хутшӑнĕ270 ытла ӗҫ паракан июнĕн 24-26-мӗшӗсенче вакансисен ярмӑрккине хутшӑнĕ
270 ытла ӗҫ паракан июнĕн 24-26-мӗшӗсенче вакансисен ярмӑрккине хутшӑнĕ

#наци проекчĕ

«ПРОФФЕСТ. Раҫҫей ĕҫӗ. Майсен вӑхӑчӗ» пӗтӗм Раҫҫейри ӗҫе вырнаҫмалли ярмӑрккӑн федераци тапхӑрӗнче Пушкӑртстанри 270 ытла ӗҫ паракан килен-каяна 2 пине яхӑн ваканси сӗнӗ. «Кадрсем» нацпроект шайӗнче йӗркеленӗ пысӑк карьера пулӑмӗ ҫӗршывӗпе июнӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа 26-мӗшӗччен пулӗ, ӑна Çамрӑксен кунне халаллӗҫ. Республикӑра ун валли тӗрлӗ хуласемпе районсенче 62 площадка хатӗрленӗ.

Пушкӑртстанри ҫемье, ӗҫ тата социаллă хÿтлĕх министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Юрий Мельников ҫулсерен ҫак ярмӑркка студентсемшӗн тухӑҫлӑ старт площадки пулса тӑнине пӗлтернӗ. Пӗлтӗрхи мероприятин икӗ тапхӑрӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх регионти компанисенче 3 пин ытла ҫын ӗҫлеме тытӑннине палӑртнă вӑл. Ҫавӑн пекех вӑл ярмӑркка ӗҫе вырнаҫма, профнавигаципе кадрсен партнерлӑхӗ валли республикӑри пӗрлехи экосистема йӗркеленине, унӑн площадкисенче бизнес, вӗренӳ заведенийӗсемпе ӗҫ шыракансем хушшинче тухӑҫлӑ калаҫу ирттерме хальхи интерактивлӑ форматсем ӗҫе кӗртнине палӑртнă. Программӑна вакансисен презентацийӗсемсӗр пуҫне карьера аталанӑвӗн практика тренингӗсене, экспертсен уйрӑм консультацийӗсене, мастер-классене, профтестсене, квизсене тата мотиваци спикерӗсен лекцийӗсене кӗртнӗ.

«ПОЛИЭФ» персонала тытса пырас енӗпе ӗҫлекен директор Леонид Деменев хӑйӗн компанишӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлесси пӗрре пулакан акци мар, системӑллӑ тӗллев пулнине, вӗсем ҫамрӑксем профессие пӗлсе суйласа тӑван хулара малашлӑха курччӑр тесе шкултан пуҫласа пӗрремӗш ӗҫ вырӑнне ҫити витӗр курӑнакан ҫул тунине ӑнлантарнă. Специалистсене явӑҫтарни кӑна мар, вӗсене профессире ҫирӗпленме, вӑй-хӑвата пурнӑҫа кӗртме пулӑшни те пӗлтерӗшлӗ тесе хушса хунă вӑл.

Сӑнӳкерчӗкĕ: pravitelstvorb.ru сайтран.

https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2026-06-16/bolee-270-rabotodateley-bashkirii-primut-uchastie-v-yarmarke-vakansiy-24-26-iyunya-4721106

 

 

270 ытла ӗҫ паракан июнĕн 24-26-мӗшӗсенче вакансисен ярмӑрккине хутшӑнĕ
270 ытла ӗҫ паракан июнĕн 24-26-мӗшӗсенче вакансисен ярмӑрккине хутшӑнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас