

#наци проекчĕ
Пушкӑртстанри «Лотос» компанисен ушкӑнӗ Пушкӑрт микрокредит компанинчен «Тухӑҫлӑ тата конкурентлӑ экономика» нацпроект шайӗнче 7 млн тенкӗ явӑҫтарнӑ. Илнӗ укҫа-тенкӗ оборудование ҫӗнетме кайнӑ, ҫакӑ пулӑшу пахалӑхне ҫӳллӗрех шая кӑлармалла.
Республикӑн предпринимательлӗхпе туризм министрӗ Светлана Верещагина ҫӑмӑллӑхлӑ кивҫен илнӗ укҫа-тенкӗпе усӑ курасси пӗчӗк тата вӑтам бизнеса патшалӑх пулӑшӑвӗн тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри пулнине палӑртнă. Вӑл каланӑ тӑрӑх, микрокредитаци предпринимательсене хальхи финанс ыйтӑвӗсене татса пама кӑна мар, предприятисене аталантарас тата анлӑлатас ӗҫе инвестици хывма та май парать.
«Лотос» тытӑмне паян кӗпе-йӗм ҫумалли центр, химчистка тата ҫӗвӗ цехӗсем, тумтир, атӑ-пушмак, ҫӑраҫҫи йышӑнмалли пунктсем, ҫавӑн пекех сезонлӑ упрамалли ятарлӑ тир холодильник кӗреҫҫӗ. Компани пир-авӑра, тире, ӳте, мамӑк япаласене пӑхмалли пулӑшусен тулли спектрне парать, минтер ăшĕсене ҫӗнетет, гардинсене, кавирсене, ҫемҫе теттесене те тасатать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: pravitelstvorb.ru сайтран.