

#наци проекчĕ
Юсав «Пурнӑҫ валли инфраструктура» нацпроект шайӗнче иртӗ.
Пушкӑртстанра 220 ҫухрӑм ытла ҫула тата вунă кӗпере пӗтӗмӗшле 1500 метр тӑршшӗ юсӗҫ. Кун пирки ҫӗртмен 22-мӗшӗнче Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ертсе пыракан оперативлӑ канашлура ПР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Виктор Жульков каласа панă. Федераци укҫи-тенкипе 69 объектра ӗҫлеме палӑртнӑ.
– Ҫул-йӗрҫӗсем Раҫҫейӗн тӗрев серепине кӗрекен ҫул-йӗрсене уйрӑм тимлӗх уйӑраҫҫӗ, вӗсем федераци трассисене тухма май параҫҫӗ, пӗчӗк ялсене регионӑн тӗп хулипе — Уфапа — ҫыхӑнтараҫҫӗ. 2026 ҫулта ҫакнашкал 170 ҫухрӑм ытла ҫула юсӗҫ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗ тӗлне Илиш районӗнчи Шаран – Новобалтачево – Андреевка ҫулӑн 2 ҫухрӑмне, Архангельски районӗнчи Уфа − Инзер − Белорецк ҫулӗн 5 ҫухрӑмне, Кармаскалă районӗнчи Улукулево – Кабаково – Суук-Чишма ҫулӗн 6,7 ҫухрӑм ытла тата ыттине нормативлӑ лару-тӑрӑва кӗртнӗ. Ҫавӑн пекех Ишимбай районӗнчи Стерлитамак – Белорецк – Магнитогорск ҫулӗн 8 ҫухрӑмне тӗпрен юсаса пӗтернӗ.