

#наци проекчĕ
Адреслӑ социаллӑ пулӑшу программине пула контракта (АСПК) тӗпе хурса Лиана Ишмухаметова предприниматель Пушкӑртстанри Мияки районӗнче ферма хута янӑ. 350 пин тенкӗлӗх субсиди илме ăна Пелепейри «Манӑн бизнес» Центрӑн филиалӗнче пулӑшнӑ, унта бизнес-планпа документсем пухассипе канашланӑ.
Республикӑн предпринимательлӗхпе туризм министрӗ Светлана Верещагина пушкӑрт предпринимателӗсем «Тухӑҫлӑ тата конкурентлӑ экономика» нацпроект шайӗнче патшалӑх пулӑшӑвӗн анлӑ спектрне илнине, мерӑсене регионти «Манӑн бизнес» Центрӑн 13 территори подразделенийӗ тивӗҫтернине палӑртнă.
Уфари физкультура институтӗнчен «Сервис тата туризм» специальноҫпа вӗренсе тухнӑ Лиана гостиница бизнесӗнче вӑй хунӑ, анчах яланах хӑйӗн ферми — ачасем чӗр чунсемпе хутшӑнакан, ашшӗ-амӑшӗпе ҫут ҫанталӑкра вылякан, канакан вырӑн — пирки ӗмӗтленнӗ. Нумай ачаллӑ анне пулсан вӑл ҫемьери пӗрлехи ӗмӗте пурнӑҫа кӗртме шутланӑ. Предприниматель Çемье çулӗнче ферма уҫнӑ май ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл ачасем чӗр чунсем ҫине ахаль пӑхман, гаджетсӑр тӗнчене пӗлсе вӗсене тӗкӗнсе тӑрантаракан вырӑн тӑвасшӑн пулнӑ.
«Манӑн бизнес» Центрӑн Пелепейри офисне ҫитнӗ хыҫҫӑн филиал ертӳҫи Эльвира Кагирова Лианӑна пулӑшу памалли майсем пирки канашланӑ, тӗплӗ бизнес-план хатӗрлеме пулӑшнӑ.
Субсидие выльӑх-чӗрлӗх валли хӑтлӑ условисем тата килен-каянсен хӑтлӑхне йӗркелеме янӑ: хальхи вӑхӑтри пӑхмалли оборудовани (клеткӑсем, шӑвармалли системӑсем), ҫӗнӗ продукцие тирпейлемелли тата упрамалли техника (морозильный ларь, вакуумный упаковщик) туяннӑ, ҫавӑн пекех чуччи лартнă кану зонине йӗркеленӗ.
Халӗ фермӑра 50 выльӑх пурӑнать: «франци таки» ӑратлӑ кроликсем, китай пурҫӑн чӑххисем, «Родонит» несушкӑсем, ҫавӑн пекех форель ӗрчетеҫҫӗ. Площадка нумай функциллӗ форматпа ӗҫлет: ача-пӑча экскурсийӗсем ирттереҫҫӗ, вырӑнта хатӗрлеме май пур ҫӗнӗ ҫӑмартапа форель сутаҫҫӗ. Планра — выльӑх-чӗрлӗх шутне анлӑлатасси, кулинари мастер-класӗсем тата ача-пӑча уявӗсем.
Сӑнӳкерчӗкĕ: pravitelstvorb.ru сайтран.
https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2026-06-24/sotskontrakt-pomog-mnogodetnoy-materi-iz-bashkirii-otkryt-semeynuyu-fermu-4729568