Çутă çул
+14 °С
Облачно

5 миллион тенкĕлĕх сертификатсем тата ҫулҫӳревсем

#наци проекчĕ

5 миллион тенкĕлĕх сертификатсем тата ҫулҫӳревсем5 миллион тенкĕлĕх сертификатсем тата ҫулҫӳревсем
5 миллион тенкĕлĕх сертификатсем тата ҫулҫӳревсем

 

#наци проекчĕ

«Раҫҫей — майсен ҫӗршывӗ» президент платформи йӗркелекен Пӗтӗм Раҫҫейри «Ку пирӗн ҫемьен» конкурс финалне 85 регионтан 330 команда хутшӑнӗ. Анлӑ пулӑм июлĕн 5-мӗшӗнчен пуҫласа 8-мӗшӗччен Мускав ҫывӑхӗнчи «Сенеж» управлени мастерскойӗнче иртӗ.

Финалистсем хушшинче Пушкӑртстанран 30 ҫынран тӑракан пилӗк ҫемье. Хутшӑнакансен ӳсӗмӗ пилĕк ҫултан пуҫласа 86 ҫулччен. Тӗп парне — 5 миллион тенкӗлӗх 60 сертификат, вӗсене пурӑнмалли условисене лайӑхлатма яма пулать. Ҫӗнтерӳҫӗсен ячӗсене Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче пӗлтерӗҫ.

Июлӗн 5-мӗшӗнче чаплӑ уҫассине Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн çулталӑкне халаллӗҫ: парад-шестви, наци тумӗллӗ вӑйӑ карти тата тӗрлӗ этнос апат-ҫимӗҫӗпе «Гастрономиллӗ Раҫҫей» фестиваль ирттерме палӑртнӑ. Тӗп тӗрӗслевсем июлĕн 6—7-мӗшӗсенче иртӗҫ — вӗсем ҫемье членӗсен командӑра пӗр-пӗрне илтме, эрудицине пуянлатма, тавҫӑрулӑхне, пӗлӗвне тӗрӗслӗҫ.

Пӗтӗмлетӳсене июлĕн 8-мӗшӗнче ВДНХри Симӗс театрта тӑвӗҫ. Ҫурт-йӗр туянма е ипотекӑна татма укҫа сертификачӗсемсӗр пуҫне финалистсем пурте ҫемье ҫулҫӳревӗн сертификачӗсем илӗҫ. Конкурс «Ҫемье» нацпроект шайӗнче пурнӑҫланать: командӑсене сахалтан та виҫӗ ӑруран — ачасенчен, ашшӗ-амӑшӗсенчен, кукашĕ-кукамӑшӗсенчен, аслашĕ-асламăшĕсенчен тата ытти ҫывӑх ҫыннисенчен — тӑракан тӑватӑ тӑванран йӗркеленӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: «Ку пирӗн ҫемьен» конкурсӑн пресс-служби панӑ.

 

https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2026-06-29/sertifikaty-na-5-mln-i-puteshestviya-5-semey-iz-bashkirii-edut-v-final-konkursa-4735433

 

5 миллион тенкĕлĕх сертификатсем тата ҫулҫӳревсем
5 миллион тенкĕлĕх сертификатсем тата ҫулҫӳревсем
Автор:Марина Иванова
Читайте нас