

#наци проекчĕ
Пушкӑртстанри Балтачă районӗнче Бураево — Старобалтачево — Куеда ҫула малалла юсаççĕ. Ӗҫсем «Пурнӑҫ валли инфраструктура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пыраҫҫӗ.
Староямурзино ялӗ ҫывӑхӗнчи пилĕк ҫухрӑм тӑршшӗ участокра кивӗ сие фрезерланӑ, тикӗслекен сий тунӑ, ҫӗнӗ асфальт-бетон сийне сарма тытӑннӑ. Кун хыҫҫӑн ҫул-йӗрҫӗсем ҫул хӗррисене ҫирӗплетӗҫ, паллӑсем тӑвӗҫ.
– Бураево — Старобалтачево — Куеда ҫулӗ — республикӑн ҫурҫӗр пайӗнчи пӗлтерӗшлӗ транспорт артерийӗ. Вӑл виҫӗ района ҫыхӑнтарать: Балтачă, Бурай тата Татышлă. Ҫавӑн пекех вӑл Пушкӑртстанпа Пермь крайӗ хушшинче транспорт ҫыхӑнӑвне тивӗҫтерет. Кунсерен ун тӑрӑх виҫӗ пин ытла автомобиль иртет, — каласа кӑтартнă Пушкӑртстан Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Виктор Жульков.
Юсав графикпа пырать. Пур ӗҫе те 2026 ҫул вӗҫлениччен вӗҫлеме палӑртнӑ.