Çутă çул
+25 °С
Ясно

Пушкӑртстанра Бирск – Тастуба – Сатка ҫулӑн 3,3 ҫухрӑмне юсанӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра Бирск – Тастуба – Сатка ҫулӑн 3,3 ҫухрӑмне юсанӑПушкӑртстанра Бирск – Тастуба – Сатка ҫулӑн 3,3 ҫухрӑмне юсанӑ
Пушкӑртстанра Бирск – Тастуба – Сатка ҫулӑн 3,3 ҫухрӑмне юсанӑ

#наци проекчĕ
Пушкӑртстанри Мишкин районӗнче «Пурнӑҫ инфратытӑмӗ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Бирск – Тастуба – Сатка ҫулне 3,3 ҫухрӑм юсанӑ.
Караидель районӗн чикки ҫывӑхӗнчи участокра ҫул-йӗрҫӗсем кивӗ сие фрезерланӑ, тикӗслекен сий тата ҫӗнӗ асфальтпа бетон витнӗ, ҫавӑн пекех ҫул хӗррисене ҫирӗплетнӗ, паллӑ тунӑ.
– Бирск – Тастуба – Сатка ҫул Уфана республикӑн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайӗнчи районсемпе транспорт ҫыхӑнӑвне тивӗҫтерет. Ку трассӑпа Челябинск тата Свердловск облаҫӗсене те тухса кайма пулать. Кунсерен ун тӑрӑх виҫӗ пине яхӑн автомобиль иртет, ҫавӑнпа та ҫак лаптӑка нормативлӑ лару-тӑрӑва кӗртни пӗлтерӗшлӗ пулнӑ, - каласа кӑтартнă Пушкӑртстан Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Любовь Минакова.
2026 ҫулта «Пурнӑҫ инфратытӑмӗ» нацпроектпа пурӗ 200 ҫухрӑма яхӑн ҫула тата 15 кӗпере пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 1900 м ытла нормативлӑ лару-тӑрӑва кӗртме палӑртнӑ.
https://mgazeta.com/news/natsproekty/2026-07-09/v-bashkortostane-otremontirovali-3-3-km-dorogi-birsk-tastuba-satka-4745608

 

 

Пушкӑртстанра Бирск – Тастуба – Сатка ҫулӑн 3,3 ҫухрӑмне юсанӑ
Пушкӑртстанра Бирск – Тастуба – Сатка ҫулӑн 3,3 ҫухрӑмне юсанӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас