

#наци проекчĕ
Пушкӑртстанри Буздяк районӗнчи тӗп больница коллективӗ тулли йышпа сывлӑха ҫирӗплетмелли анлӑ уҫӑлма тухнӑ.
ПР Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби ӑнлантарнӑ тӑрӑх, тĕп район больницин 50 ытла ӗҫченӗ — ертсе пыракан тухтӑрсенчен пуҫласа кӗҫӗн медперсонала ҫити — «Вӑрӑм тата активлă пурнӑҫ» нацпроект шайӗнче йӗркеленӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «10000 утӑм пурнӑҫ патне» флешмоба хутшӑннӑ. Программӑн тӗллевӗ — Раҫҫей ҫыннисен пурнӑҫ тӑршшӗне сывӑ пурнӑҫ йӗрки йӑлисене хӑнӑхтарса ӳстересси.
Унта хутшӑнакансем ҫакӑн пек корпоративлӑ тухусем сывлӑха ҫирӗплетнине кӑна мар, пациентсемпе ентешсемшӗн курӑмлӑ агитаци пулса тӑнине палӑртнă. Тухтӑрсем калаҫусенче кӑна мар, ӗҫре хастар пурнӑҫ йӗркине пӑхӑннине кӑтартма тивӗҫ пулнине пӗлтернĕ вӗсем, физкультура кирек хӑш ӳсӗмре те юрӑхлӑ та усӑллӑ-ҫке. Ҫакӑн евӗр акцисем граждансене спорта явӑҫтарас енӗпе ӗҫлекен нацпроект тӗллевӗсене пурнӑҫлама пысӑк тӳпе хываҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби.