

#наци проекчĕ
Пушкӑртстан правительствин Премьер-министрӗ Андрей Назаров соцсетьсенчи страницисенче ӗҫ рынокӗ экономика сывлӑхӗн чи пӗлтерӗшлӗ индикаторӗ пулса тӑнине палӑртнӑ, мӗншӗн тесен кашни статистика кӑтартӑвӗ хыҫӗнче ҫемьесен ырлӑхӗ тата социаллӑ ҫирӗплӗх тӑрать. Вӑл республикӑра ҫирӗп ӳсӗм пулнине палӑртнă: 2026 ҫул вӗҫленнӗ тӗле ӗҫ ресурсӗсен йышӗ демографи ӳсӗмне, регионӑн миграци илӗртӳлӗхне тата ҫамрӑк специалистсем килнине пула 2,26 млн ҫынна ҫитме пултарать.
Правительство пуҫлӑхӗ халӗ ӗҫпе тивӗҫтересси кӑна мар, пахалӑхлӑ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелесси приоритет пулнине пӗлтернӗ. Ку тӗлӗшпе 2028 ҫулччен регионта 2,5 пин ытла инвестици проекчӗ хута яма палӑртнӑ, ҫакӑ 33 пин ҫӗнӗ ваканси пулассине тивӗҫтерӗ. Ҫав вӑхӑтрах професси хатӗрленӗвӗн тытӑмне ҫӗнетес ӗҫ пырать: «Кадрсем» нацпроект шайӗнче 16 пине яхӑн ҫынна вӗрентме, ҫавӑн пекех ҫӗнӗрен квалификаци валли вӗренӳ сертификачӗсем пама палӑртнӑ.