

#наци проекчĕ
«Пурнӑҫ валли инфраструктура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Пушкӑрт Республикин Пишпӳлек районӗнчи Пишпӳлек ялӗн тӗп площадьне реконструкцилесси малалла пырать.
Подряд организацийӗ ҫӗр ӗҫӗсене пурнӑҫласа площадкӑна тикӗсленӗ ӗнтӗ. Халӗ тротуар плиткине хураҫҫӗ. Проектра ҫавӑн пекех саксем, урам библиотеки, ҫутӑ хунарӗсем вырнаҫтарма тата ешертес ӗҫе пӑхса хӑварнӑ.
— Ӗҫсем лайӑх хӑвӑртлӑхпа пыраҫҫӗ, подряд организацийӗ хӑйӗн обязательствисене пахалӑхлӑ пурнӑҫлама тӑрӑшать. Эпир район администрацийӗпе технадзор енчен ӗҫсене мӗнле пурнӑҫланине тӑтӑшах тӗрӗслесе тӑратпӑр. Реконструкци вӗҫленсен тӗп лаптӑк улшӑнӗ, ҫакӑ районта пурӑнакансене асăннă зонӑпа канма тулли вырӑн пек усӑ курма май парӗ, — палӑртнă Пишпÿлек районӗн тӗп архитекторӗ Равиль Мухаметшин.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.