

#наци проекчĕ
Пулӑ ĕрчетес ӗҫе Пушкӑрт Республикинче харпӑрлӑхӑн уйрӑм формиллӗ 50 хуҫалӑх пурнӑҫлать. Шыв-шурсен тӗкӗрӗн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 3 пин те 89 гектарпа танлашать. 2025 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх тавар пулли туса илессин калӑпӑшӗ 1 пин те 330 тоннӑпа танлашнӑ. Ку пӗлтӗрхи кӑтартуран 28% пысӑкрах. Апат-ҫимӗҫ туса илессине активлӑ ӳстересси «Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне технологи тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси» наци проекчӗн тӗллевӗсенчен пӗри шутланать.
Пулӑ туса илессине аталантарас ӗҫре патшалӑх пулӑшӑвӗ пысӑк вырӑн йышӑнать. Ҫапла Пушкӑртстанра пулӑ ӗрчетес енӗпе агротуризм проекчӗсене пурнӑҫлама пӗтӗмӗшле 17,4 млн тенкӗлӗх икӗ грант панӑ. Унсӑр пуҫне ултă ҫул тăршшĕнче пулӑ ӗрчетес ӗҫе аталантарма ҫӗнӗ 14 фермера 43 млн тенкӗ ытла грант пулӑшӑвӗ панӑ.
— Мерӑсен тухӑҫлӑхне Ишимбай районӗнчи Фанис Зубаиров фермер тӗслӗхӗ ҫирӗплетет. «Агростартап» программӑпа 3 млн тенкӗ илсен фермер ултă пӗвене юсанӑ, инкубаци цехӗпе тулли цикллӑ предприяти йӗркеленӗ. Ҫулсерен кунта 25 — 30 тонна тавар пулли тата 20 млн таран карп личинки ҫитӗнет, — палӑртнă Пушкӑртстан Республикин правительствин премьер-министрӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов.
https://contenta.info/press_releases/1356147#scroll