Çутă çул
+21 °С
Облачно

Культура керменӗнчи «Мерчен» ансамбле кабинетне ҫӗнетме нацпроект пулӑшнӑ

#наци проекчĕ

Культура керменӗнчи «Мерчен» ансамбле кабинетне ҫӗнетме нацпроект пулӑшнӑКультура керменӗнчи «Мерчен» ансамбле кабинетне ҫӗнетме нацпроект пулӑшнӑ
Культура керменӗнчи «Мерчен» ансамбле кабинетне ҫӗнетме нацпроект пулӑшнӑ

#наци проекчĕ
«Ҫемье» наци проекчӗн «Ҫемье хаклӑхӗсемпе культура инфратытӑмӗ» регион проектне пула Пушкӑртстан Республикин Пишпÿлек районӗнчи Культура керменӗн «Мерчен» чӑваш фольклор ансамблӗн кабинетӗнчи сӗтел-пукана ҫӗнетме май килнӗ. Ҫемҫе хыҫлӑ пукансем, костюмсем упрамалли шкапсем, сцена макияжӗ валли тӗкӗрлӗ комод туяннӑ.
Ансамбль ӗҫӗ ҫуллахи отпуск тапхӑрӗнче те чарӑнмасть. Кабинета хальхи стандартсемпе оборудовани репетици процесне хӑтлӑ ирттерме май панӑ.
- Пирӗн коллектив пурнӑҫӗ вӗресе тӑрать. Эпир Тутарстан Республикин Элкел районӗнче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Уяв» чӑваш уявӗнчен таврӑнтӑмӑр. Халӗ хӗрсен йӑлана кӗнӗ пуҫ тумне тухьяна юсас тӗлӗшпе ӗҫлетпӗр. Ӗҫ планӗсем пысӑк, коллектива тӗрлӗ ӑру представителӗсем кӑмӑлтан хутшӑнаҫҫӗ, ҫав шутра ача-пӑча йышӗ те пур. Кабинетри оборудованисене ҫӗнетни, паллах, ирттерекен репетицисен пахалӑхне лайӑхлатрӗ, коллектив кӑмӑл-туйӑмĕ лайӑхланчӗ, - палӑртнă «Мерчен» чӑваш халӑх фольклор ансамблӗн ертӳҫи Людмила Романова.

https://contenta.info/press_releases/1357241#scroll

 

 

Культура керменӗнчи «Мерчен» ансамбле кабинетне ҫӗнетме нацпроект пулӑшнӑ
Культура керменӗнчи «Мерчен» ансамбле кабинетне ҫӗнетме нацпроект пулӑшнӑ
Культура керменӗнчи «Мерчен» ансамбле кабинетне ҫӗнетме нацпроект пулӑшнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас