

#наци проекчĕ
Еврази НОЦ Аслӑ шкулсем хушшинчи студентсен кампусӗн резиденчӗ – Акмулла ячӗллӗ Пушкӑрт патшалӑх педагогика университечӗ - «Ҫамрӑксемпе ачасем» нацпроект пулӑшнипе вӗренӳ инфратытӑмне ҫӗнетет. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ тӗле аслӑ шкулта музыкӑн, сӑнарлӑ ӳнерĕн, физикӑн, химин тата биологин ҫӗнетнӗ кабинечӗсем пулӗҫ.
Ҫак тӗллевпе федераци бюджетӗнчен 49,5 млн тенкӗ уйӑрнӑ, тепӗр 1 млн университет хӑй хушнӑ. Музыка кабинетӗнче цифра пианино, сасӑ оборудованийӗ тата хор станокӗ вырнаҫтарӗҫ, ӳнерпе графика факультетӗнче хальхи компьютер техникипе мольбертсем пулӗҫ, ҫут ҫанталӑк ӑслӑлӑхӗсен дисциплинисем валли цифра лабораторийӗсем, демонстраци приборӗсем тата ятарлӑ сӗтел-пукан туянӗҫ.
Аслӑ шкул ректорӗ Салават Сагитов палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр нацпроект пулӑшнипе ОБЗР тата ӗҫ кабинечӗсене ҫӗнетнӗ ӗнтӗ, аслӑ шкул вӑхӑтпа тан утма пулӑшакан тытӑмлӑ ӗҫшӗн Вӗрентӳ министерствине тав тӑвать. ПР наукӑпа аслӑ пӗлӳ паракан патшалӑх комитечӗн председателӗ Светлана Мустафина педвуза ҫӗнетесси шкул вӗрентӗвне тӳрремӗнех инвестици хывнине палӑртнă, мӗншӗн тесен студент хальхи оборудованипе вӗреннӗ май шкула илсе каякан методикӑна йӗркелет, Пушкӑртстанра вара пур шайри инфраструктурӑна – аслӑ шкул лабораторийӗсенчен пуҫласа шкул кабинечӗсем таранах – ҫине-ҫине ҫӗнетеҫҫӗ. Ҫӗнетнӗ лаптӑксемпе студентсене хатӗрлеме кӑна мар, регионти вӗрентекенсене квалификацие ӳстермелли тата ҫӗнӗрен хатӗрлемелли курссем валли те усӑ курӗҫ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртстан правительствин пресс-служби.