Çутă çул
+16 °С
Облачно

Пушкӑртстанри нумай ачаллӑ анне соцконтракт енӗпе ҫӗвӗ мастерскойӗ уҫнӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанри нумай ачаллӑ анне соцконтракт енӗпе ҫӗвӗ мастерскойӗ уҫнӑПушкӑртстанри нумай ачаллӑ анне соцконтракт енӗпе ҫӗвӗ мастерскойӗ уҫнӑ
Пушкӑртстанри нумай ачаллӑ анне соцконтракт енӗпе ҫӗвӗ мастерскойӗ уҫнӑ

#наци проекчĕ

«Ҫемье» нацпроект шайӗнче социаллӑ контракт пулӑшнипе Янаул районӗнче пурӑнакан Гузель Хакимова, темиҫе ача пӑхса ӳстерекенскер, хоббие тӗп ӗҫе ҫавӑрнӑ. Бизнеса пуҫарма адреслӑ пулӑшу памалли майсем пирки вӑл «Раҫҫей ĕҫӗ» кадр центрӗнче пӗлнӗ, конкурс суйлавне хутшӑнма шутланӑ.

Пушкӑртстанри ҫемье, ӗҫ тата социаллă хÿтлĕх министрӗ Ольга Кабанова паянлӑха республикӑра соцконтракта тӗпе хурса адреслӑ пулӑшу 2,4 пин ытла ҫын илнине, вӗсенчен 900 яхӑн — нумай ачаллӑ ҫемьесен членӗсем пулнине, ҫакӑ илекенсен пӗтӗмӗшле йышӗн 37 проценчӗпе танлашнине пӗлтернӗ.

Гузель юратӑвӗ шкултах хӑйӗн пӗрремӗш саппунне ҫӗленӗ чухнех пуҫланнӑ, ҫавӑнтанпа унпа ӗмӗрлӗхе юлнӑ. Вӑл ҫӗлес ӑсталӑха шӑпах шкул хывнине, кашни ҫӗнӗ проекта — вырӑн, халат е ҫывӑх ҫыннисем валли кӗпе-йӗм пулсан та — ӑна тӗрлӗ пир-авӑрпа, фасонпа паха опыт панине каласа панă.

«Раҫҫей ĕҫӗ» центрта вӑл «Килти çӗвӗ мастерскойӗ» проекта пурнӑҫа кӗртме соцпулăшу илме суйлава ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Специалистсемпе пӗрле Хакимова бизнес-план хатӗрленӗ, ӑна хӳтӗленӗ, соцконтракт тунӑ, 350 пин тенкӗ илнӗ. Ҫак укҫапа вӑл ҫӗвӗ, тӗрӗ тата ҫыхмалли оборудовани туяннӑ. Ӑстаҫӑ планӗнче — тумтир юсасси тата хӑйне евӗрлӗ декорациллӗ япаласем ҫӗлесси, ҫав шутра тӗрӗ тата ҫыхнӑ детальсем.

Тата Гузель «Ача-пӑча кӗпи çӗлесси» курспа професси тӗлӗшӗнчен ҫӗнӗлле хатӗрленнӗ, ҫакӑ ӑна кирлӗ продукципе пасара тухма, хӑйӗн ӗҫне шанчӑклӑн аталантарма пулӑшнӑ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР правительствин пресс-центрӗ.

https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2026-07-27/mnogodetnaya-mama-iz-bashkortostana-otkryla-shveynuyu-masterskuyu-po-sotskontraktu-4764498

 

Пушкӑртстанри нумай ачаллӑ анне соцконтракт енӗпе ҫӗвӗ мастерскойӗ уҫнӑ
Пушкӑртстанри нумай ачаллӑ анне соцконтракт енӗпе ҫӗвӗ мастерскойӗ уҫнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас