

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров республикӑри ялти Культура çурчӗсем общество пурнӑҫӗн тӗп центрӗсем пулса юлнине хӑйӗн социаллă сечӗсенче палӑртнă. Унта ачасемпе аслисен канӑвӗ иртет кӑна мар, волонтерсем те хастар ӗҫленине ӑнлантарнă вӑл — сеткăсем ҫыхаҫҫӗ, окоп ҫуртисем тӑваҫҫӗ, гуманитари тиевӗсене малти линие йышӑнса ӑсатаҫҫӗ.
Радий Хабиров культура инфратытӑмне аталантарма хуласенче те, ялсенче те, ҫав шутра федераци укҫи-тенкине явӑҫтарса та, пысӑк тимлӗх уйӑрнине пӗлтернӗ. Юлашки пилӗк ҫулта учрежденисене ҫӗнетме тата проектсене пурнӑҫа кӗртме 3 миллиард тенке яхӑн янӑ. «Культура» тата «Ҫемье» нацпроектсене, ҫавӑн пекех патшалӑх программисене пула 170 яхӑн объект туса лартнӑ е тĕп юсав тунӑ, тепӗр 126-шӗ ҫӗнӗ оборудованипе инструментсем илнӗ.
«Кӗҫӗн тӑван ҫӗршыв культури» партпроектӑн тӳпине уйрӑммӑн палӑртнă вӑл: унпа ялти 492 Культура çуртне тата тăхăр театр базине ҫирӗплетнĕ — сцена костюмӗсем, креслӑсем, инструментсемпе оборудовани туяннă, репертуара вара 52 ҫӗнӗ постановкӑпа пуянлатнă. Регион Пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, пулӑшу горизонтсене анлӑлатать: коллективсем Раҫҫей тата тӗнче фестивалӗсене ытларах хутшӑнаҫҫӗ, театрсем хӑйсем пысӑк пулӑмсем ирттереҫҫӗ. Вӗҫленӗ май вӑл пурне те ҫитӗнӳсем суннă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Радий Хабировӑн социаллă сечӗсем.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-07-30/glava-rb-radiy-habirov-3-mlrd-na-kulturu-i-492-selskih-dk-modernizirovany-4767677