+16 °С
Облачно


#наци проекчĕ
Пишпÿлекри тӗп площаде юсаса ҫӗнетесси малалла пырать. Ӗҫсем «Пурнӑҫ валли инфраструктура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пыраҫҫӗ.
Хальлӗхе ҫуран ҫӳремелли зонӑсем тӑвасси малалла пырать, функционаллӑ конструкцисем, пӗчӗк архитектура формисем вырнаҫтараҫҫӗ, Культура керменӗ умӗнчи лаптӑка тикӗслеҫҫӗ.
Палӑртнӑ ӗҫсем пурте планпа килӗшӳллӗн пыраҫҫӗ. Проекта пурнӑҫа кӗртессине Пишпӳлек район администраци пуҫлӑхӗ тӑтӑшах тӗрӗслесе тăрать.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.