

#наци проекчĕ
Альшей районӗнчи Раевский ялӗнче 2-мӗш шкула тӗпрен юсама пуҫланӑ. Пушкӑртстан правительствин пӗрремӗш вице-премьерӗ Урал Кильсенбаев пӗлтернӗ тӑрӑх, объекта федерацин хушма укҫа-тенкине пула тӗпрен юсамалли программӑна кӗртнӗ.
«Объект хатӗрлӗхӗ 11 процентпа танлашать. Паян демонтаж ӗҫӗсем пыраҫҫӗ, никӗс гидроизоляцине йӗркелеҫҫӗ, ҫивиттине юсаҫҫӗ, подряд организацийӗ строительство хӑвӑртлӑхне хастар ӳстерет», — палӑртнă Кильсенбаев.
Ҫӗнетнӗ шкула 2026 ҫулхи раштав уйӑхӗнче уҫма палӑртаҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР правительствин оперативлӑ канашлӑвӗн видео скриншочӗ | трансляцийӗ.