

#наци проекчĕ
Пушкӑртстанри Альшей районӗнче Трунтаишеври Культура çуртне тӗпрен юсама пуҫланӑ. Ҫак тӗллевпе республикӑри культурӑна аталантармалли программӑпа «Ҫемье» наци проекчӗн шайӗнче 9 миллион тенкӗ ытла янӑ.
Хальхи вӑхӑтра объектра активлӑ демонтаж ӗҫӗсем пыраҫҫӗ, ҫав шутра кивӗ ҫивитти сийне сирмелле тата кивелнӗ пӳлмесене сӳтмелле. Планра — комплекслӑ ҫӗнетӳ: пралуксене, чӳречесене улӑштарасси, залсемпе ҫурт фасадне тӗпрен юсасси.
Ӗҫе кӗркунне вӗҫлессе кӗтеҫҫӗ. Проект кану валли хальхи условисем туса пама, ҫемье хаклӑхӗсене ҫирӗплетме тата пур ӳсӗмри ҫынсем валли те хӑтлӑ площадка пама тӗллев лартнӑ, ҫакӑ, клуб заведующийӗ каланӑ тӑрӑх, пултарулӑх коллективӗсене ҫӗнӗ шая тухма май парать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртстанри Альшей районӗнчи культура пайӗ.