Çутă çул
+21 °С
Ясно
Наци проекчĕсем
6 Августа , 06:00

Пушкӑрт вӑрман материалӗсене ют ҫӗршывсенче ыйтаҫҫӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑрт вӑрман материалӗсене ют ҫӗршывсенче ыйтаҫҫӗПушкӑрт вӑрман материалӗсене ют ҫӗршывсенче ыйтаҫҫӗ
Пушкӑрт вӑрман материалӗсене ют ҫӗршывсенче ыйтаҫҫӗ


#наци проекчĕ
Пушкӑртстан ют ҫӗршывсене вӑрман материалӗсем кӳрессине ӳстернӗ тесе пӗлтернĕ ПР Раççей ял хуçалăх надзорĕн енӗпе ӗҫлекен управленийӗнче.
Пушкӑртстанри вӑрман промышленноҫӗн комплексӗн предприятийӗсем 2026 ҫулхи çичĕ уйӑхра 35 пин кубла метра яхӑн вӑрман материалӗ экспортланӑ. Сӑмах тӗнчери ултӑ ҫӗршыва — Азербайджана, Казахстана, Кӑркӑсстана, Таджикистана, Туркмение тата Узбекистана — ӑсатасси пирки пырать.
Вӑрман материалӗсен тӗслӗхӗсем Раççей ял хуçалăх надзорне пӑхӑнса тӑракан Пушкӑртстан тӗрӗслев лабораторийӗнче мӗнпур кирлӗ тӗпчев витӗр тухнӑ.
«Энтомологи экспертизисен кӑтартӑвӗсем тӑрӑх тирпейленӗ йывӑҫ тӗслӗхӗсенче, ҫавра вӑрманта тата йывӑҫ материалӗсенче хӑрушӑ карантин сӑтӑрҫисене тупса палӑртман. Ҫулҫӑллӑ тата лӑсӑллӑ йывӑҫсенчен тунӑ хӑма импортер-ҫӗршывсен требованийӗсене тивӗҫтерет», — палӑртнă Раççей ял хуçалăх надзорĕнче.
«Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх» наци тӗллевӗпе килӗшӳллӗн «Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт» наци проекчӗ пурнӑҫланать. Наци проекчӗсене Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин хушнипе хатӗрленӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков | «Башинформ» ИА архивӗ.
https://www.bashinform.ru/news/economy/2026-08-04/bashkirskie-lesomaterialy-polzuyutsya-sprosom-za-rubezhom-4660546

 

 

Пушкӑрт вӑрман материалӗсене ют ҫӗршывсенче ыйтаҫҫӗ
Пушкӑрт вӑрман материалӗсене ют ҫӗршывсенче ыйтаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас