Çутă çул
+21 °С
Ясно
Наци проекчĕсем
7 Августа , 06:32

Пушкӑрт шкул ачисем экологи форумӗн финалӗнче ҫӗнтерессишӗн кӗрешӗҫ

#наци проекчĕ

Пушкӑрт шкул ачисем экологи форумӗн финалӗнче ҫӗнтерессишӗн кӗрешӗҫПушкӑрт шкул ачисем экологи форумӗн финалӗнче ҫӗнтерессишӗн кӗрешӗҫ
Пушкӑрт шкул ачисем экологи форумӗн финалӗнче ҫӗнтерессишӗн кӗрешӗҫ


#наци проекчĕ
Авӑн уйӑхӗнче Магнитогорскра Пӗтӗм Раҫҫейри ачасен IV экологи форумӗн куҫӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ иртӗ, ӑна «Экологи ырлӑхӗ» нацпроект шайӗнче ирттерӗҫ. Пушкӑртстан чысне Пӗтӗм тӗнчери тата Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртусен лауреат — шкул ачисем хӳтӗлӗҫ.
Куçăн мар тур кӑтартӑвӗсем тӑрӑх иккӗмӗш тапхӑра 51 регионти командӑсем иртнĕ. 17 номинацирен кашнинче жюри чи лайӑх виҫшер проект суйланӑ. Пушкӑртстанри ҫамрӑк экологсем «Çут ҫанталӑк палӑкӗсене упрас енӗпе чи лайӑх проект» категорире «Дворянсен поместьинчен — ҫут ҫанталӑк палӑкӗ патне!» ĕçпе лидерсен хушшинче, ӑна эксперт канашӗ пысӑка хурса хакланӑ.
Республикӑн ҫут ҫанталӑкпа усӑ курассин тата экологи министрӗ Нияз Фазылов халӗ команда Республикӑри Эльвира Каримовапа Эльза Габбасова ячĕллĕ Ача-пӑча экологипе биологи центрӗн ĕҫченӗсем ертсе пынипе хӳтӗленме вӑйлӑ хатӗрленнине пӗлтернӗ. Финалта хутшӑнакансене проектсен куҫа-куҫӑн презентацийӗ, опытпа ылмашӑнасси, çавӑн пекех Раҫҫей тата тӑван регион ҫут ҫанталӑкне сыхласа хӑварас енӗпе ҫӗнӗ шухӑшсем кӗтнине хушса каланӑ вӑл, командӑна ӑнӑҫу тата тивӗҫлӗ ҫӗнтерӳсем суннӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Экологи министерствин пресс-служби.
https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2026-08-06/shkolniki-bashkortostana-poboryutsya-za-pobedu-v-finale-ekologicheskogo-foruma-4774203

 

Пушкӑрт шкул ачисем экологи форумӗн финалӗнче ҫӗнтерессишӗн кӗрешӗҫ
Пушкӑрт шкул ачисем экологи форумӗн финалӗнче ҫӗнтерессишӗн кӗрешӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас