Çутă çул
+17 °С
Дождь
Наци проекчĕсем
13 Августа , 09:10

Пишпӳлек районӗнчи «Сывлӑх пуйӑсне» 400 яхӑн ҫын ҫитсе курнӑ

#наци проекчĕ

Пишпӳлек районӗнчи «Сывлӑх пуйӑсне» 400 яхӑн ҫын ҫитсе курнӑПишпӳлек районӗнчи «Сывлӑх пуйӑсне» 400 яхӑн ҫын ҫитсе курнӑ
Пишпӳлек районӗнчи «Сывлӑх пуйӑсне» 400 яхӑн ҫын ҫитсе курнӑ


#наци проекчĕ
Июлӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 5-мӗшӗччен Пушкӑртстан Республикин Пишпÿлек районӗнче «Вӑрăм тата активлă пурнӑҫ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланакан «Сывӑ Республика — сывӑ регион» республика акцийӗ шайӗнче «Сывлӑх пуйӑсӗ» ӗҫленӗ.
Тухса ҫӳремелли ӗҫ шайӗнче Г.Г. Куватов ячĕллĕ Республикӑри клиника больницин диагностика модульне , Октябрьскинчи 1-мӗш хула больницин сывлӑх центрне, Пелепейри больницан куҫса ҫӳрекен флюорографне тата Туймазӑри больницӑн маммографне, ҫавӑн пекех Пишпÿлек ЦРБ мобильлӗ ФАПне явӑҫтарнӑ.
Акци вӑхӑтӗнче специалистсем сакӑр яла ҫитсе курнӑ: Аит, Дюсян, Сухоречка, Мăратăм, Мелевĕс-Мускав, Михайловка, Каминке тата Тулубай. Йышӑнмалли вырӑна районти 24 ялтан 178 ҫынна транспортпа илсе килнĕ.
«Сывлӑх пуйӑсӗ» ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх специалистсем 2 043 йышӑну ирттернӗ, вӗсен вӑхӑтӗнче 396 гражданина тӗрӗсленӗ. 153 ҫын диспансеризаци иртнӗ. Тӗрӗслевсем шайӗнче 392 флюорографи, 94 маммографи, 149 вар-хырӑм хӑвӑлӗн органӗсен УЗИ тунӑ, 350 ЭКГ ӳкернӗ. Профилактика ӗҫне 84 ҫынна вакцинаци тӑвасси тата 218 ҫынна ВИЧ-инфекципе тӗрӗслесси кӗнӗ. 123 ҫын валли «Сывлӑх шкулӗсем» йӗркеленӗ. Социаллӑ пулӑшӑва уйрӑм тимлӗх уйӑрнӑ: ҫапӑҫусене хутшӑннӑ ҫынсене тата СВОна хутшӑнакансен ҫемйисен 26 членӗсене тӗрӗсленӗ.
— Ӗҫ вӑхӑтӗнче тухтӑрсем 681 чир тупса палӑртнӑ, вӗсенчен 81 —пурнӑҫра пӗрремӗш хут. Вӑхӑтра диагностика тунипе пациентсем кирлӗ сӗнӳсем илнӗ, вĕсене хушма тӗрӗслевпе сиплеве янӑ, — палӑртнă Пушкӑртстан Сывлӑх сыхлав министерствинче.

https://contenta.info/press_releases/1370000#scroll

 

 

Пишпӳлек районӗнчи «Сывлӑх пуйӑсне» 400 яхӑн ҫын ҫитсе курнӑ
Пишпӳлек районӗнчи «Сывлӑх пуйӑсне» 400 яхӑн ҫын ҫитсе курнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас