

#наци проекчĕ
Объектпа 56 ҫул усӑ курнӑ.
Уфара кӑҫалхи строительство сезонӗнче Ленин районӗнчи хӑй тӗллӗн юхакан канализаци коллекторӗн участокне тӗпрен юсанӑ. Ку вӑл Гафури урамӗнчи 17-мӗш ҫурт валли 35 см диаметрлӑ, 62 метр тӑршшӗ пӑрӑх. Ҫурта тата пӑхса тӑракан инфраструктурӑна 1969 ҫулта туса лартнӑ.
«Ӗҫсен пӗтӗмӗшле хакӗ 1,6 млн тенке яхӑн пулнӑ. Юсав ирттернипе нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакан 280 ҫыншӑн шыв юхтармалли пулӑшу пахалӑхӗ лайӑхланнӑ», — палӑртнӑ мэрин пресс-службинче.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен Пушкӑртстанра вуншар километр инженери коммуникацине ҫӗнетӗҫ. Маларах пӗлтернӗ тӑрӑх, 2026 çулхи планра-ЖКХ 46 объектне 1 миллиард тенкӗ ытла юсама «Коммуналлӑ инфраструктурӑна çӗнетесси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн, вӑл «Пурнӑҫ инфратытӑмӗ» нацпроектӑн пӗр пайӗ шутланать. 700 млн тенкӗ федераци бюджетӗнчен килнӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Уфа администрацийӗ | GORODUFA.RU.
https://www.bashinform.ru/news/economy/2026-08-17/v-tsentre-ufy-otremontirovali-kollektor-4661470