

#наци проекчĕ
Сӗрмелли-сивӗтмелли шӗвексем, антифризсем тата база ҫӑвӗсем кӑларакан «Глобал Индастри» ГК Пушкӑрт компанийӗ «Ӗҫ тухӑҫлӑхӗ» федераци проекчӗн ҫӗнӗ пайташӗ пулса тӑнӑ. Предприяти пӗрле ӗҫлесси пирки регионти правительствӑпа тата регионти компетенцисен вырӑнти центрӗпе (РЦК), вăл ПР стратегилле аталанусен центрӗн никӗсӗ ҫинче ӗҫлет.
Регион правительствин премьер-министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ – экономика аталанӑвӗн министрӗ Рустам Муратов РЦК эксперчӗсем апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗнчен пуҫласа строительство таранах тӗрлӗ сферӑри предприятисенче анлӑ практика опычӗ пуррине палӑртнă. Ҫакӑ, вӑл каланӑ тӑрӑх, пухнӑ пӗлӳпе тухӑҫлӑ усӑ курма тата кашни компани валли персонализациленӗ йышӑнусем хатӗрлеме май парать.
Предприяти рынокра 2015 ҫултанпа ӗҫлет, унӑн производство площадки Уфари Киров районӗнче вырнаҫнӑ. Компани Таможня союзӗн техрегламентне туллин тивӗҫтерекен хӑйӗн суту-илӳ маркипе сертификациленӗ продукци кӑларать.
Нацпроект шайӗнче РЦК специалисчӗсем завода тӳлевсӗр адреслӑ пулӑшу парӗҫ. Центр эксперчӗсемпе пӗрле предприяти производство процесӗсене диагностикӑлӗ, пилот юхӑмне суйлӗ, тухӑҫлӑха ӳстермелли мерӑсен программине йӗркелӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР правительствин пресс-центрӗ.