Çутă çул
+16 °С
Ясно
Наци проекчĕсем
25 Августа , 07:05

Пушкӑртстанра Тарша юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер тӗревӗсене ҫӗнетнӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра Тарша юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер тӗревӗсене ҫӗнетнӗПушкӑртстанра Тарша юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер тӗревӗсене ҫӗнетнӗ
Пушкӑртстанра Тарша юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер тӗревӗсене ҫӗнетнӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанри Белокатай районӗнче «Пурнӑҫ инфратытӑмӗ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Малояз – Верхние Киги – Новобелокатай – Ункурда ҫулӗ ҫинчи Тарша юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере малалла юсаççĕ.

11 пакунлӑ метр тӑршшӗ сооружени Анат Утяшево ялӗпе юнашар вырнаҫнӑ. Кӗперҫӗсем тимӗр сваясене ҫапса пӗтернӗ, кӗпер сийӗн плитисене вырнаҫтарас ӗҫе туса пыраҫҫӗ. Малашне ӗҫсем вӑхӑтӗнче бетонран тикӗслекен сий тума палӑртнӑ.

— Тарша шывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер пысӑках мар пулин те Белокатай районӗнче пурӑнакансемшӗн пысӑк вырӑн йышӑнать. Ун тӑрӑх пӗчӗк ялсенче пурӑнакансем район центрне — Новобелокатай ялне — ҫитме, Киги районне, çавӑн пекех Челябинск облаҫӗ еннелле кайма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ҫак кӗпере нормативлӑ лару-тӑрӑва кӗртсе ун тӑрӑх хӑрушлӑхсӑр та хӑтлӑ ҫул-йӗрпе тивӗҫтерни пӗлтерӗшлӗ, — каласа кӑтартнă ПР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Любовь Минакова.

Кӗпере юсанӑ вӑхӑтра объектпа юнашар вырнаҫнӑ вӑхӑтлӑх тавра ҫулпа ҫӳреҫҫӗ. Пур ӗҫе те 2026 ҫул вӗҫлениччен вӗҫлеме палӑртнӑ.

Сăнÿкерчĕкĕ: pravitelstvorb.ru

https://mgazeta.com/news/natsproekty/2026-08-24/v-bashkirii-obnovili-opory-mosta-cherez-reku-tarshu-4790867

 

 

Пушкӑртстанра Тарша юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер тӗревӗсене ҫӗнетнӗ
Пушкӑртстанра Тарша юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер тӗревӗсене ҫӗнетнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас