

#наци проекчĕ
Диспансеризаци уйӑхлăхӗ вӑхӑтӗнче Пушкӑртстанра 65 ҫултан аслăрах 15,5 пин ытла ҫынна тӗрӗсленӗ. Медицина тӗрӗслевӗсене «Вӑрӑм тата активлă пурнӑҫ» нацпроект шайӗнче ирттернӗ.
Тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх тухтӑрсем пӗрремӗш хут 3,4 пин чире тупса палӑртнӑ, 3,1 пин ҫынна диспансер сӑнавне илнӗ, тепӗр 602 пациента Сывлӑх центрӗсене хушма сӗнӳсем илме янӑ.
Республикӑри общество сывлӑхӗпе медицина профилактикин центрӗн тӗп тухтӑрӗ Алиса Мамаева палӑртнӑ тӑрӑх, 65 ҫултан аслӑраххисемшӗн сывлӑха тӑтӑшах тӗрӗслени уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен ӳснӗҫемӗн тарăна кайнӑ чирсем аталанас хӑрушлӑх ӳсет.
Уйӑхлӑх вӗҫленнӗ, анчах ҫирӗплетнӗ вырӑнти поликлиникӑра профилактика тӗрӗслевӗсем витӗр тухма пулать.
Диспансеризацие хӑвӑрӑн поликлиникӑн регистратура телефонӗпе, 122 номерпе (доб. 2), «Госуслугӑсенчи» «Манӑн сывлӑх» сервис урлӑ, «Тухтӑр патне» приложенире е «Макс» мессенджерти чат-бот урлӑ çырăнса пулать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков | «Башинформ» ИА архивӗ.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2026-08-26/v-bashkirii-dispanserizatsiyu-dlya-pozhilyh-proshli-bolee-15-tysyach-chelovek-4662133