Çутă çул
+19 °С
Ясно
Наци проекчĕсем
1 Сентября , 08:00

Пушкӑртстанри пилӗк фестиваль федераци укҫи-тенкине илнӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанри пилӗк фестиваль федераци укҫи-тенкине илнӗПушкӑртстанри пилӗк фестиваль федераци укҫи-тенкине илнӗ
Пушкӑртстанри пилӗк фестиваль федераци укҫи-тенкине илнӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра пысӑк турпоток илӗртекен анлӑ пулӑмсене йӗркелекенсем федераци пулӑшӑвне шанма пултараҫҫӗ. Кӑҫал «Туризм тата тараватлӑх» нацпроект шайӗнче республикӑри пилӗк мероприяти укҫа-тенкӗ илнӗ. Условисем тӑрӑх, мероприятие 10 пинрен кая мар ҫын пухмалла, тӑкаксен 30 процентне йӗркелӳҫӗсем бюджет тулашӗнчи укҫа-тенкӗпе саплаштараҫҫӗ. Кун пирки ЦУРта иртнӗ оперативлӑ канашлура республикӑн предпринимательлӗхпе туризм министрӗ Светлана Верещагина пӗлтернӗ.

Федераци пулӑшӑвне пула республикӑра тӑватӑ пысӑк пулӑм иртнӗ ӗнтӗ:

  • ҫӗртме уйӑхӗнче Уфара — «Есть фест» гастрофестиваль (153 пин ытла хӑна пухнӑ);
  • утӑ уйӑхӗнче Мелеуз тата Ишимбай районӗсенче — ту завочӗсен цивилизацийӗн «Пӑхӑр» фестивалӗ (25 пин ҫын);
  • утӑ уйӑхӗнче Уфари «Кашкадан» паркра — пӗтӗм тӗнчери сывлӑхпа туризм фестивалӗ «На рахате» (14 пин хӑна);

* ҫурла уйӑхӗнче Бирскра — «Бирская старина» историлле реконструкци уявӗ (12 пин ҫын тата куракан).

Субсиди илекен тепӗр фестиваль ҫулталӑк вӗҫлениччен пулӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Азат Мухамедьянов | ПР Пуҫлӑхӗн пресс-служби.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2026-08-31/pyat-festivaley-bashkirii-poluchili-federalnoe-finansirovanie-4662519

 

 

 

Пушкӑртстанри пилӗк фестиваль федераци укҫи-тенкине илнӗ
Пушкӑртстанри пилӗк фестиваль федераци укҫи-тенкине илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас