Çутă çул
+19 °С
Ясно
Наци проекчĕсем
2 Сентября , 05:30

Пушкӑртстанра сахӑр туса илмелли сезон пуҫланнӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра сахӑр туса илмелли сезон пуҫланнӑПушкӑртстанра сахӑр туса илмелли сезон пуҫланнӑ
Пушкӑртстанра сахӑр туса илмелли сезон пуҫланнӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра ҫӗнӗ тухӑҫĕн сахӑр кӑшманне тирпейлеме тытӑннӑ. Ҫӗнӗ тухӑҫ чӗртаварне чи малтан Чишма сахӑр завочӗ йышӑнма пуҫланӑ.

Августӑн 31-мӗшӗ тӗлне предприятире 30 пин тоннӑна яхӑн пылак тымар ҫимӗҫ хатӗрленӗ, вӗсенчен 11,7 пин тоннине тирпейленӗ. Ҫӗнӗ тухӑҫăн кӑшманĕнчен 320 тоннӑна яхӑн сахӑр туса илнӗ.

Кӑшман сахӑрӗ тата сахӑр кӑшманне тирпейлекен продукции — гранулӑланӑ кӑшман чӑмӑрӗ, Пушкӑртстанӑн тӗп экспорт продукчӗсенчен пӗри пулса юлаҫҫӗ. Сахӑр экспорчӗн калӑпӑшӗ 2025 ҫулта 107,1 пин тоннӑпа танлашнӑ, вӑл 66 млн доллар. Экспорт Казахстан, Узбекистан, Туркменистан тата ытти ҫӗршывсене кайнă. Агропромышленноҫ комплексӗн продукцине ют ҫӗршыва кӳрессине ӳстересси «Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт» наци проекчӗн тӗллевӗ пулса тӑрать.

«Раевсахар» компани тирпейлемелли сезона тепӗр эрнерен хута ярӗ. Икӗ предприяти 2026 — 2027 ҫулсенчи сезонра 2 млн тоннӑна яхӑн пылак тымар ҫимӗҫ йышӑнса тирпейлеме планлаççĕ.

Аса илтеретпӗр, сахӑр кӑшманӗ чавма республикӑри  кӑшман акакан 14 районтан виҫҫӗшӗнчи аграрисем тытӑннӑ. Регионта сахӑр кӑшманӗпе вырмалли пӗтӗмӗшле лаптӑксем 40,3 пин гектарпа танлашаҫҫӗ.

Ҫӑлкуҫ: Пушкӑрт Республикин Ял хуҫалӑх министерстви.

https://contenta.info/press_releases/1389183#scroll

 

 

Пушкӑртстанра сахӑр туса илмелли сезон пуҫланнӑ
Пушкӑртстанра сахӑр туса илмелли сезон пуҫланнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас