

#наци проекчĕ
Пушкӑртстан Республикинче пилотсӑр авиаци системисен наукӑпа производство центрӗн (НПЦ) производство площадкине йӗркелес ӗҫ малалла пырать. Проект «Пилотсӑр авиаци системисем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланать тата регионта хамӑр ҫӗршыври пилотсӑр авиаци системисене туса хатӗрлеме, тӗрӗслеме тата туса кӑларма хальхи инфратытӑм йӗркелеме тӗллев лартнӑ.
Ӗҫлӗ канашлура Наукӑпа производство центрӗн производствӑпа администраципе йӑла комплексӗн мастер-планне хатӗрлессине сӳтсе явнă.
Маларах Наукӑпа производство центрне хута ярассипе ирттернӗ канашлу пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх протокол йӗркелесе малашнехи тӗллевсене палӑртнӑ. Паян проект практика тапхӑрне куҫать. Пӑхса хӑварнӑ оборудованин ҫуррине туянмалли процедурӑсем вӗҫленеҫҫӗ ӗнтӗ, ҫак позицисемпе таварсем ҫине куҫма тытӑнаҫҫӗ. Ҫавна май тӗп ыйтусенчен пӗри площадкӑна хӑйне хатӗрлесси пулса тӑрать. Мастер-план хатӗрленӗ чухне оборудовани технологи требованийӗсене тата пулас резидентсен чӑн ыйтӑвӗсене пӗр вӑхӑтрах шута илмелле.
Ҫӑлкуҫ: Пушкӑртстан Республикин промышленноҫпа энергетика министерстви.
https://contenta.info/press_releases/1390760#scroll