

#наци проекчĕ
Пушкӑртстан правительствин оперативлӑ канашлӑвӗнче регионти вырма кампанийӗ мӗнле пыни ҫинчен каласа панă.
Паянхи куна Пушкӑртстанра акмалли лаптӑксен 50 ытла процентне пухса кӗртнӗ, ку вӑл 1 млн гектар ытла, тесе пӗлтернӗ ПР вице-премьерĕ — ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов.
«Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене лаптӑксен 77 процентне ҫулнӑ, 970 пин гектара яхӑн ҫапса илнӗ. Тыр-пулӑн 70% ытла республикӑри 34 районта вырнӑ, 16 районта — 50% ытла, — уҫӑмлатнă Пушкӑртстанри аграри ведомствин пуҫлӑхӗ. — Хальхи кун тӗлне 2,706 млн тонна тырӑ вырнӑ, вӗсенчен 969 пин тони — кӗрхи тырӑ».
Тыр-пулӑн вӑтам тухӑҫӗ республикипе гектартан 28 центнерпа танлашать. Ҫав хушӑрах чи пысӑк тухӑҫ Чекмагуш районӗнче палӑрать, унӑн аграрийӗсем кашни гектартан 43,7 центнер тырӑ пухаҫҫӗ. Кармаскалӑ районӗнчи тыр-пул ӑстисем вӗсенчен кӑшт юлса пыраҫҫӗ, вӗсем кашни гектартан 42,9-шар центнер тырӑ ҫапаҫҫӗ.
Пушкӑртстанри ҫурхи тырӑсене илес пулсан, вӗсене хальлӗхе 692 пин гектара яхӑн лаптӑкра ҫапнӑ — планӑн 71 проценчӗ. 1,740 млн тонна ытла тырӑ пухса кӗртнӗ, гектартан вӑтам тухӑҫ 25,1 центнер. Палӑртса хӑварар, Пушкӑртстанпа ҫӗршыва тырӑпа тивӗҫтересси «Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне технологи тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси» нацпроект тӗллевӗсемпе килӗшсе тӑрать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов | «Башинформ» ИА архивӗ.