Çутă çул
+20 °С
Облачно
Наци проекчĕсем
16 Сентября , 07:38

Пушкӑртстанра пациент хӑрушсӑрлӑхӗн эрни пуҫланнӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра пациент хӑрушсӑрлӑхӗн эрни пуҫланнӑПушкӑртстанра пациент хӑрушсӑрлӑхӗн эрни пуҫланнӑ
Пушкӑртстанра пациент хӑрушсӑрлӑхӗн эрни пуҫланнӑ

#наци проекчĕ
«Вӑрăм тата активлă пурнӑҫ» нацпроект тӗллевӗсене пурнӑҫа кӗртнӗ май Пушкӑртстан Республикинче «Пациент хӑрушсӑрлӑхӗн эрни» пуҫланнă.
Пациентсен хӑрушсӑрлӑхӗн пӗлтерӗшӗ — медицина пулӑшӑвӗ панӑ чухне сиен кӳресрен сыхланасси. Сиен кӳнӗ тӗслӗхсен 50 ытла процентне (кашни 20 пациент пуҫне пӗр тӗслӗх) чарма пулать; ҫакӑн пек тӗслӗхсен ҫурринче сывлӑха сиен кӳнине эмелсемпе усӑ курнипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Медучрежденисенче кирлӗ мар пулӑмсене сирес тесен пациента кирлӗ:
- палӑртнӑ препаратсен ячӗсене тата дозисене тӗрӗслемелле, уйрӑмах тухтӑра улӑштарнӑ чухне;
- препаратсен пулма пултаракан япӑх витӗмӗсене тата пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫленине уҫӑмлатмалла;
- алла тӑтӑшах ҫумалла, уйрӑмах апат умӗн тата больницӑра ҫиелтен сӗртӗннӗ хыҫҫӑн;
- диагноз пирки иккӗленсен ӑна темиҫе специалистран уҫӑмлатмалла, иккӗмӗш шухӑш ыйтмалла;
- операци е процедура умӗн мӗн тӑвассине уҫӑмлатмалла;
- тухтӑрсене ыйтусем пама, кӑткӑс терминсене ӑнлантарма ыйтма вӑтанмалла мар, диагнозпа, сиплев меслечӗсемпе тата прогнозсемпе ӑнлантарса пама ыйтмалла;
- анализсем илнӗ чухне стерильлӗх правилисене пӑхӑнни (перчетке улӑштарни, пациент ҫумӗнче стерильлӗ упаковка уҫни) пирки лаборантран ыйтма вӑтанмалла мар;
- тӳлевсӗр медпулӑшу прависене тата сиплеврен пӑрӑнмалли условисене пӗлмелле.

Ҫӑлкуҫ: Пушкӑртстан Республикин Сывлӑх сыхлав министерстви.
https://contenta.info/press_releases/1399833#scroll

 

 

Пушкӑртстанра пациент хӑрушсӑрлӑхӗн эрни пуҫланнӑ
Пушкӑртстанра пациент хӑрушсӑрлӑхӗн эрни пуҫланнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас